Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗрев парать

Пирӗн республикăри пенсионерсемпе ветерансен халăх пултарулăхӗн енӗсене аталантарма йӗркелекен фестиваль «кӗмӗл» çулти çынсен ватлăхне илемпе савăнăç кӗртет.

Тутарстанра çулсерен иртекен аслă çулти çынсен «Балкыш» фестивальне регионсем хушшинчи тăвасшăн. Çапла майпа культура ӗçченӗсем Тутарстан опытне Раççей регионӗсенче сарасшăн.
«Фестивале Тутарстан чиккисенчен кăларасси – лайăх идея. Ман шутпа Ветерансен канашӗ çак сӗнӗве ырламалла пек», – тесе каланă «Татмедиара» иртнӗ пресс-конференцире Камско-Устьински районӗн культура управленийӗн ертӳçи Ирина Кузиева.
Пирӗн республикăри пенсионерсемпе ветерансен халăх пултарулăхӗн енӗсене аталантарма йӗркелекен фестиваль «кӗмӗл» çулти çынсен ватлăхне илемпе савăнăç кӗртет.

«Хальлӗхе эпир Мускавра Калининградсăр пуçне ниçта та тухса çӳремен, – тесе пӗлтернӗ регионри ветерансен организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков. – Çав вăхăтра пире пултарулăха кăтартма чӗнекенсем сахал мар. Укçа-тенкӗ енчен ыйтусем пур, паллах. Апла пулсан та эпир çак шухăша ырлатпăр.»   

 Ветерансен хушшинчи хăй тӗллӗн пултарулăхне кăтартакансен «Балкыш» республика фестивальне ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 75-çуллăхне халалланă. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗрев парать.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев