Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Метала калаçтарма пӗлнӗ

Декабрӗн 7-мӗшӗнче «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче маталлпа ӗçлекен Хусан ӳнерçисен (монументлă-декоративлă сулăмра, скульптурăпа декоративлă прикладной искусство жанрӗсене пӗрлештерекенсем сайра) курав уçăлчӗ

Декабрӗн 7-мӗшӗнче «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче маталлпа ӗçлекен Хусан ӳнерçисен (монументлă-декоративлă сулăмра, скульптурăпа декоративлă прикладной искусство жанрӗсене пӗрлештерекенсем сайра) курав уçăлчӗ. 


Хусанти Бауман урамӗ вӗçленнӗ çӗре лартнă илемлӗ сехет, пӗчӗк фонтанра ларакан Шыври, урампа кăшт иртсен фонтан хӗррипе ларса тухнă шапасем, кăвакарчăнсем, çаплах çынсем сăн ӳкерӗнме юратакан Кӗтерне патша карети — çаксене пурне те Игорь Николаевич Башмаковпа (1943-2012) Галина Владимировна Богородская (1949 çç.) пултаруллă ӳнерçӗсем ăсталанă. 


Игорь Башмаков творчестви 2001 çулта Хусанти ӳнер училищинчи «Металпа ӳнер мелӗпе ӗçлесси» («художественная обработка металла») уйрăмра ӗçлеме пуçланă. Кунта вăл металла ӳнер мелӗсемпе авассипе, шăратассипе йăлара пулнă техникăсене çӗнӗрен чӗртсе тăратнă. Хăйӗн пӗлӗвне ӳнерçӗ вӗренекенсене панă. 


Экспозицире станковăй скульптурăсем, медальер искусствин тӗслӗхӗсем, декоративлă савăт-сапа тата ӳнер музейӗн фондӗнчи лампăсем, çаплах архиври сăнӳкерчӗсем те пур. Çавăн пекех Игорь Николавич вӗренкенӗсен ӗçӗсене те курава тăратнă. 


Сăнӳкерчӗксем https://izo-museum. ru/ сайтран


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка