Мигрантсене пырса тивекен улшăнусемпе чарусем
Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ют çӗршыв гражданӗсен ачисене шкула йышăнмалли правилăсем улшăннă. Халӗ вӗсен вырăс чӗлхине пӗлнине экзамен парса тӗрӗслемелле. Çавăн пекех ашшӗ-амăшӗсем хăйсен тата вӗсен ачисен Раççей территорийӗнче законпа килӗшӳллӗн пурăннине çирӗплетекен хутсем пулмалла.
Март уйăхӗн вӗçӗнче Хусанта РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров хутшăннипе Канашлу иртнӗ. Кăçал февраль уйăхӗнче ӗçлеме пуçланă реестр тăрăх, Раççейре 659 пин ют çӗршыв гражданӗ пурăнать, вӗсенчен 46, 2 пинӗ – Атăлçире. Канашлура пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чулхула облаçӗнче пысăк квалификациллӗ специалист-мигрантсемпе тунă ӗç договорӗсен шучӗ 50 процент ӳснӗ.
Мигрантсен юхăмне чакарма йышăннă мерăсем ют çӗршыв ӗçчӗнӗсене явăçтаракан отрасльсене аталантарассинче япăх палăрмалла мар. Игорь Комаров палăртнă тăрăх, экономика ыйтăвӗсене шута илсе миграцие лайăх йӗркелемелле. Атăлçире 20 пин ытла компанипе индивидуаллă предпринимательсем мигрантсене ӗçе илнӗрен Канашлура Ӗç паракансен реестрне тума сӗннӗ. Ку ӗç условисене, мигрантсен прависене тата вӗсен ӗçне лайăхрах сăнама пулăшӗ.
РФ Президенчӗн Атăлçи тăрăхӗнчи полномочиллӗ представителӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев