Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Михаил Мишустин Шупашкара килнӗ

Ку чухне Николаевӑн республикӑри пӗтӗм вӑя пӗрлештерессе Тӑван ҫӗршыва Пӗрле ҫӗклеме чӗнсе калани суйлав лозунгӗнчен те анлӑрах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать

  

Владимир Путин чӑнах та Чӑваш Республикине кризис авӑрӗнчен кӑларма шутланӑ пулмалла. Аса илтеретпӗр, Михаил Игнатьев вӑхӑтӗнче вӑл депрессивлӑ регионсен списокне кӗнӗччӗ. Тӗрӗссине каласан, халӗ те лару-тӑру мухтанмалли мар-ха. Олег Николаевӑн ҫӗнӗ командинче пысӑк шанӑҫ.
Инаугурации хыҫҫӑн эрнесерен Шупашкара Мускаври пысӑк ҫынсем – е федераллӑ министрсем хӑйсем, е вӗсен ҫумӗсем – ӗҫлӗ визитпа килеҫҫӗ. Нумай пулмасть кӑна хыпар хатӗрӗсем Олег Николаев РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе тӗлпулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ, паян ҫӗнӗ сенсацилле хыпар – Михаил Мишустин, Денис Мантуров, Антон Силуанов Шупашкарта!
Премьер-министр "Текстильмаш" тата "Техмашхолдинг" предприятисенче пулса курать. Ӗҫлӗ визитӑн сӑлтавӗ республикӑн экономикине сыватасси пулни пирки иккӗленӳ ҫук, шупашкарсем ку ҫулла республикӑн экономика аталанӑвӗн пилӗк ҫулхи программине йышӑнчӗҫ. Ӑна федераллӑ министрсемпе пӗрле канашласа укҫа-тенкӗ тӗревӗ памасан, республика бюджечӗпе кӑна лава вырӑнтан хускатма йывӑр пуласси паллӑ.
Паллах, ҫак визитсем хыҫӗнче Анатолий Аксаковпа Николай Фёдоров пек пысӑк чӑвашсем тӑни сисӗнет. Вӗсем вашават пулса ҫӗнӗ Пуҫлӑха пулӑшнинчен Чӑваш Республикине усӑ кӑна пулать. Тӗрӗссипе ҫапла пулмалла та.
Ку чухне Николаевӑн республикӑри пӗтӗм вӑя пӗрлештерессе Тӑван ҫӗршыва Пӗрле ҫӗклеме чӗнсе калани суйлав лозунгӗнчен те анлӑрах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. Ҫапла пултӑр та!
Олег Николаев страницинчи сӑнӳкерчӗкӗсем 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев