Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Милӗке Питравччен çыхаççӗ

Июлӗн 24-мӗшӗнче Хăймалу ялӗн клуб ертӳçи Юрий Петухов «Улах каçӗ» мероприяти йӗркелесе ирттерчӗ.

Мероприяти клуб умӗнче иртрӗ. Хутшăнакансенчен кашниех чăваш наци тумӗсемпеччӗ. Унта авалхи йӑла-йӗркесене кӑтартрӗç, мунча валли тӗрлӗ милӗк (çӑка, хурӑн тата юман) çыхрӗç, акачăран кил-картише шӑлмалли шӑпӑр та хатӗрлерӗç.

Ку ӗçсене яланах Питрав кунӗ умӗн туса ирттернӗ, çавăн пекех курӑк та çулнă, мӗншӗн тесен Питрав иртсен курӑк хытма пуçланӑ. Çавасене малтанах туптаса, хăйраса хунă. Курӑк ирхи сывлăмпа лайăх çулăннă, çавăнпа ир-ирех, пахчана е хире утă çулма тухнă.

Пирӗн «Улах» тутлă шăршăллă курăксенчен вӗретнӗ чей ӗçнипе вӗçленчӗ. (Ольга ПЕТУХОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана