Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Министр ҫумӗн койкисем ытларах

Паян ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков Covid-19-па кӗрешме республикӑра 1,2 пин резервлӑ койка хатӗрленӗ тесе пӗлтернӗччӗ

Инфекци ертнисене, ҫав шутра ҫӗнӗ коронавирус инфекцине те ертнисене сиплеме Тутарстанра 3,5 пин койка сарса хунӑ. Ҫакӑн ҫинчен «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ, вӑлах Хусанти Сывлӑх сыхлав управленийӗн началтникӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ.

"ОРВИсемпе кӗрешме Тутарстан Республикинче хальхи вӑхӑтра 3,5 пин койка сарса хунӑ", – тенӗ спикер.
Аса илтеретпӗр, паян ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков Covid-19-па кӗрешме республикӑра 1,2 пин резервлӑ койка хатӗрленӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Кирлӗ пулсан вӗсем ҫине коронавируспа чирлисене хӑвӑрт вырнаҫтарма пулать.
Владимир Жаворонков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак саппасри вырӑнсене стационарти койка фончӗ е унти функционал улшӑнсан кӑна параҫҫӗ.
"Вӑл 1,2 пин вырӑнлӑх ҫӗнӗ госпиталь мар", – пӗтӗмлетнӗ Жаворонков.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев