Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Министр ыйтусем ҫине тӗплӗн хуравларӗ

Паян Александр Шадриков Тутарстан Республикин официаллӑ социаллӑ сетӗсенче тӳрӗ эфира тухрӗ.

Анат Камӑри сиенлӗ выброссене экологсем ученӑйсем пулӑшнипе чакарма шутлаҫҫӗ

2020 ҫулта Анат Кама хулинче тата районӗнче пурӑнакансенчен сывлӑш пахалӑхӗ пирки килнӗ жалобӑсен шучӗ, иртнӗ ҫултипе танлаштарсан, 6,5 хут сахалрах пулнӑ. 

ТР экологи тата ҫут ҫанталӑк рессурсӗсен министрӗн Александр Шадриковӑн сӑмахӗсемпе, малашне сывлӑша варалассине чакарас тӗллевпе РФ Наука академийӗн институчӗсемпе килӗшӳсем ҫирӗплетнӗ. 

Паян Александр Шадриков Тутарстан Республикин официаллӑ социаллӑ сетӗсенче тӳрӗ эфира тухрӗ.

"Пирӗн Анат Кама хулипе районӗнчи промышленность зонинче выброссене чакарас тесе питӗ тӑрӑшса ӗҫлемелле. Атмрсфера сывлӑшӗн пахалӑхне лайӑхлатма пире наука пулӑшма пултарать",– тесе палӑртрӗ министр.

Интернет-куракансем тӳрӗ эфирта ӑна чылай ыйту пачӗҫ. Сӑмахран, хуласенче ҫӳп-ҫапа уйрӑм пуҫтарасси, Осиново ҫумӗнчи мусор ҫунтаракан завода тума тытӑнни, юханшывсен тасалӑхӗ пирки тата ытти те. Александр Валерьевич пур ыйту ҫине те тӗплӗн хуравларӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев