Сувар

Минниханов шкул столовӑйӗсене тӗрӗслеме хушнӑ

Пултараҫҫӗ-и вӗсем кӗҫӗн классри ачасене тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтерме?

 

Тутарстан Президенчӗ пуҫламӑш классри ачасене тӳлевсĕр вӗри апатпа тивӗҫтересси пирки канашлу ирттернӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра мӗн пур шкул столовӑйӗнче инвентаризаци иртӗ – оборудовани пур-и, персонал ҫителӗклӗ-и? Ҫакнашкал хушӑва Рустам Минниханов ТР Правительствин ҫуртӗнчи канашлура панӑ.
Рустам Минниханов Владимир Путинӑн Федераллӑ Пуху умӗнче тухса каланӑ сӑмахӗсене аса илтернӗ. Раҫҫей Президенчӗ 2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен кӗҫӗн классри ачасене тӳлевсӗр вӗри апат ҫитересси патне куҫса пӗтме поручени панӑ.
ТР Вӗрентӳ министрӗн Рафис Бургановӑн сӑмахӗсемпе республикӑра 1,4 пин шкул, вӗсенче 200 пине яхӑн ача пуҫламӑш классенче вӗренет. Шкулсен ытларах пайӗ вӗренекенсене хӑй тӗллӗн апатлантарать, тата 15 проценчӗ ку ӗҫе апатлантаракан организацисене явӑҫтарать.
Республика ертӳçи Вӗрентӳ министерствине Роспотребнадзор управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле шкулти апатлантару пахалӑхне тимлеме хушнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: