Сувар

Минниханова суйлава хутшӑнма ыйтаҫҫӗ

Общественниксем Рустам Минниханова юхӑм мӗнле проектсене пурнӑҫа кӗртни ҫинчен каласа панӑ

  Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри «Ярдәм янәшә! Помощь рядом!» общество организацийӗн хастарӗсемпе тӗлпулнӑ. Унта вӑл кӗркунне ТР Президенчӗн суйлавне кандидат пулса хутшӑнма хатӗр пулнине пӗлтернӗ. 

Общественниксем Рустам Минниханова юхӑм мӗнле проектсене пурнӑҫа кӗртни ҫинчен каласа панӑ.
«Я — ДоброТворец» социаллӑ юхӑмӑн ертӳҫи Гульфия Мутыгуллина #музпривет ятлӑ ваттисене пулӑшакан пултарулӑх акцийӗ ҫинчен каласа панӑ. «Ярдәм янәшә! Помощь рядом!» хастарӗсен ятӗнчен вӑл Рустам Минниханова ҫывхаракан Тутарстан Республикин Президенчӗн суйлавӗсене хутшӑнма ыйтнӑ.
"Эсир яланах общество пуҫарӑвӗсене ырлатӑр, ҫавӑнпа та ҫак пахалӑхсене республикӑра упраса хӑвӑрма ыйтса эпир Сире хӑвӑр кандидатурӑра Тутарстан Президенчӗн суйлавне тӑратма ыйтатпӑр", – тенӗ Мутыгуллина.
Рустам Минниханов активистсене шаннӑшӑн тав тунӑ, вӑл ҫӗнӗ президент срокне тухма хатӗрленнине пӗлтернӗ.
„Ярдәм янәшә! Помощь рядом!“ юхӑмӑн хастарӗсене пысӑк тав сире вӗт никам та хистесе ӗҫлеттермест, эсир ку ӗҫе хӑвӑр кӑмӑлӑртан тӑватӑр. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин республикӑра туса ирттернӗ ӗҫе пысӑк хак пачӗ. Ку манӑн тивӗҫ кӑна мар, вӑл питӗ нумай ҫын тивӗҫӗ. Ҫав шутра пиртен маларах ӗҫлесе малалли хӑватлӑ аталанӑвӑн  пысӑк никӗсне хурса хӑварнисен. Тав сире мана ӗненнӗшӗн. Эпӗ хатӗр", – тесе хуравланӑ Тутарстан Президенчӗ.

«Ярдәм янәшә! Помощь рядом!» юхӑма бизнесӑн, общество организацийӗсен, граждансемпе власть тӑрӑшӑвне пӗтӗҫтерме тунӑ. Паянхи куна юхӑм ӗҫне 60 пине яхӑн ҫын – волонтерсем, ыркӑмӑллӑхҫӑсем, НКО ертӳҫисем, пысӑк предприятисен пуҫлӑхӗсем, пӗчӗк бизнес представителӗсем хутшӑннӑ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: