Сувар

Минтимер Шаймиев: "Раҫҫей халӑхӗ пӗрле пулнипе мӗн пур тӗрӗслев витӗр тухайрӗ"

Тутарстанӑн Патшалӑх канашҫи республикӑра  пурӑнакансене ТАССР 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

"Пирӗн ҫӗршыв халӑхӗ ӗлӗк те, халӗ те чи йывӑр тӗрӗслевсенчен пӗрле пулнипе кӑна ҫӗнтерӳҫӗ пулса тухать. Ҫак пӗрлӗхе хакламалла. Мӗншӗн тесен эпир Конституцине тӳрлетӳсем кӗртетпӗр. Ку тӗлӗшпе Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин та пирӗн ҫӗршыва тата вӑйлӑрах тӑвас тесе ҫынсене пӗрлештерсе аталантарма тӑрӑшать, – тенӗ Минтимер Шаймиев.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей федеративлӑ патшалӑх пулнӑ та, пулать те.
"Пирӗн шӑпа ҫавнашкал. Ман шутпа вӑл ҫӑмӑл шӑпа мар, анчах та вӑл пире пӗрлештерет. Эпир ҫакӑнпа мӑнаҫланатпӑр. Эпир пӗрле пулни – ҫӗршыва вӑйлатать. Ҫав вӑхӑтрах, халӗ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртнӗрен, йывӑрлӑхсем пурри ҫинчен каласа хӑвӑрас килет. Йывӑрлӑхсем пур, вӗсем малашне те пулӗҫ, анчах культурӑпа ӑс-хакӑл аталанӑвӗнче Раҫҫейри мӗн пур халӑхӑн шухӑшне шута илмелле", – хушса хунӑ Тутарстанӑн пӗрремӗш Президенчӗ. 

Юлашкинчен Минтимер Шаймиев Раҫҫей Федерацийӗн ертӳҫисене, ҫӗршыв ҫыннисене, ҫав шутра тутарстансене те тав тунӑ тата ТАССР 100 ҫул тултарнипе саламланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: