Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мисс Бикини Хусантан, мисс Талант Чистайран

Кăрлачăн 14-мӗшӗнче Хусанти «Мираж» хăна çуртӗнче Республикăри «Мисс Татарстан-2022» илем конкурсӗн бьюти-раунчӗ иртнӗ. Унта малтанласа тунă состава кӗрекен хӗрсем хутшăнма пултарнă. Урăхла каласан, хушма суйлав тапхăрӗ. Мӗншӗн тесен унта çӗнтерекенскем тӗп конкурсăн финалне хутшăнма тивӗçеççӗ.

Кăçал çак суйлав тапхăрне Хусан хӗрӗсем кăна мар, районnисем те хутшăннă. Пурӗ претенденткăсем çирӗмӗн пулнă. Вӗсем виçӗ конкурсра ăмăртнă: «Визитка», «Пултарулăх номерӗ», «Купальникпа тухни». Яланхи пек ку чухне жюри юрă ташă, гимнастика номерӗсем, ӳкерчӗксем, сӗрме купăс тата синтезатор каланине хакланă.

«Мисс Бикини» номинацире Хусанта пурăнакан çирӗм виçӗ çулхи Гульфия Гилазова çӗнтернӗ. «Мисс Талант» титула Чистайран килнӗ Екатерина Морозова çӗнсе илнӗ.

Кăрлачăн 21-мӗшӗнче Хусана мӗн пур çурма финалисткăсем килсе çитеççӗ те пӗтӗмлетӳ шоуне хатӗрленме пуçлаççӗ. Республикăри «Мисс Татарстан-2022» илем конкурсӗн финалӗ кăрлачăн 28-мӗшӗнче Пирамидăра пулать.

 

 

 «Мисс Татарстан» дирекцийӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев