Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МИТТА ПРЕМИЙӖН ÇӖНӖ ЛАУРЕАЧӖ

Ку чыса 2021 çулта Николай Максимов çыравçă тата журналист тивӗçрӗ

Митта Ваçлей Фончӗн Канашӗ 2021 çулта Митта Ваçлей ячӗллӗ  премие «Литературăпа искусствăри пултарулăхшăн» тата «Чăваш халăхӗн демократилле аталанăвӗ валли тунă ӗçсемшӗн» номинацисенче  Николай Максимов чăваш çыравçине тата журналиста пама тата ăна Митта Ваçлейӗн сăнӗллӗ кӗмӗл паллăпа (медальпе) чыслама йышăннă.

Николай Николаевич Максимов 1944 çулта Чăваш Республикин Канаш районӗнчи Кăшнаруй ялӗнче çуралнă. Ачаллах амăшӗсӗр юлнă.  Çамрăклăхӗ Йӗпреç районӗнче иртнӗ. 1972 çулта Мордва патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнă. Чăваш Республикинчи Йӗпреç, Куславкка районӗсен хаçачӗсенче, «Капкăн» журналта, «Советская Чувашия», «Столица Ч», «АиФ Чувашия» хаçатсенче редакторта ӗçленӗ. Халӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеçре литература ӗçӗпе пурăнать. СССР Журналистсен (1970) тата СССР Писательсен (1982) союзӗсенче тăрать. Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (1994). Паллăрах кӗнекисем: «Çил-çумăр витӗр», «Тапă», «Пӗррехинче, 24-мӗш ӗмӗрте», «Синкер», «Место в жизни. Сон шизофреника», «Монумент редиске», «Шур акăш çулӗ», «Майра патша парни»… Юлашки кӗнекине вырăсла куçарнă, ăна Мускаври «Эксмо» пичет çурчӗ хальлӗхе интернет мелӗпе пичетлесе кăларнă.
Март уйăхӗн пуçламăшӗнче Патăрьел районӗнче Митта Ваçлейӗн çуралнă кунне халалланă тӗлпулусем иртрӗç. Патăрьелӗнче Митта Ваçлейӗн асăну хăми умне, Аслă Арапуçӗнчи вăтам шкулти палăк умне, аслă сăвăçăмăрăн тăван ялӗнчи масарти вилтăпри çине чечексем хутăмăр. Митта Фончӗн ертӳçи Илле Иванов Митта премийӗн çӗнӗ лауреатне Николай Максимова ӗнентерӳ хучӗ тата медаль парса чысларӗ, вăл чăваш литературинче паянхи кун чи тухăçлă ӗçлекен тата тарăн «сухалакан» çыравçă пулнине палăртрӗ. (Алмуш ИВАНОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество