Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗн кӗтет пире Аксури Уявра?

Июлӗн 6-мӗшӗнче райцентр ҫывӑхӗнчи Сабантуй лапамĕнче иртӗ вӑл. Халӑха Уява 10 сехете йыхравлаҫҫӗ.

Пӗлтӗр хӗлӗпе калаҫрӗҫ ку Уяв пирки. Яланхи пекех Нурлатра иртет-и вӑл е Аксӑва куҫать? Нурлат районӗн глави Аксу пуҫлӑхне Уяв символне алла тыттарнине хам куҫпа курса тӑтӑм пулсан та, хӑш чух администраци ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫсенченех фейклӑ хыпарсем тухсан аптӑрама тиветчӗ. Мӗншӗн ҫуралаҫҫӗ-ха вӗсем, нивушлӗ укҫа пытаннӑ ҫак хыпарсен хыҫӗнче?

Аксури Уява ирттерме республика темиҫе миллион уйӑрнине пӗлсен тин ӑнлантӑмӑр суя хыпар саракансене - пысӑк уяв хыҫӗнче пысӑк укҫа.

ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин кӑна пӗлтӗрхи Уяв валли 400 пин тенкӗлӗх чӑваш костюмӗсем туяннӑ, тӗп сценӑна капӑрлатнӑ, конкурссем ирттерме уйрӑм укҫа панӑ. Кӑҫалхи Уяв та вӑл укҫан хутшӑнмасӑр иртмест, паллах. 

Аксусен тӗллевӗ паллӑ. Вӗсем Уява нурлатринчен урӑхларах тӑвасшӑн. Июлӗн 6-мӗшӗнче райцентр ҫывӑхӗнчи Сабантуй лапамĕнче иртӗ вӑл. Халӑха Уява 10 сехете йыхравлаҫҫӗ. Ҫынсене унта тӗрлӗрен интереслӗ пулӑм кӗтет. 

Чӑваш ачисен фольклор фестивалӗ. Нурлатра кун пекки ҫукчӗ. 

Сӑра вӗрентекенсен фестивалӗ. Ӑна Нурлатра конкурс пек темиҫе ҫул тӑтӑш ирттерчӗҫ. 

Чӑваш тумӗллӗ пуканесен конкурсӗ. Кун пеккине ирттернине те халиччен илтмен. 

"Уяв купӑсҫи" конкурс. Кун пекки Нурлатра пулнӑччӗ. 

"Ҫемье йӑлисен ҫӑлкуҫӗ" конкурс. Кун пекки ҫинчен илтмен те эпир, ҫӗнӗлӗх пулать пуль. Тепӗр тесен Ҫемьепе юрату кунӗ ҫывхарать-ҫке. Ӑна мӗнле-тӗр палӑртмалла. 

"Уяв пики" конкурс кашни Уявра иртет. Кӑҫал унта ют регионсен хӗрӗсем те хутшӑнмалла. 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев