Сувар

Мӗн тейӗ Раççей Президенчӗ?

Юлашки кăтартусем тăрăх Раççейре коронавируспа 221 344 çын чирленӗ. 

Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин регионсен ертӳçисемпе кану кунӗсене тăсасси пирки каншлу ирттерессине пӗлтернӗ патшалăх пуçлăхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков «Интерфакс» агентствăна. «Ыран президент кану кунӗсене коронавируса пула тăсасси пирки канашлу ирттерет. Пулӗ-и çӗнӗ йышăну – ăна канашлу хыççăн пӗлӗпӗр», – тенӗ Песков майăн 10-мӗшӗнче интерфакса. Аса илтеретпӗр, кану кунӗсен пӗрремӗш тапхăрӗ мартăн 28-мӗшӗнчен тытăнса апрелӗн 5-мӗшӗччен пычӗ, унтан ăна апрелӗн 30-мӗшӗччен, вара майăн 11-мӗшӗчченех тăсрӗç. Юлашки кăтартусем тăрăх Раççейре коронавируспа 221 344 çын чирленӗ. 

И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ. 

Реклама

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: