Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗн вăл чăвашлăх?

Кирек мӗнле сăмах та мӗне те пулин пӗлтерет. Пӗлтерӗшсӗр сăмах çук.

Юлашки вăхăтра хаçат-журналта тăтăшах чăвашлăх сăмахпа усă курнине асăрхама пуçларăмăр. Чăвашлăх текен сăмаха паян пуплевре те час-часах илтме пулать. Çынсем пӗр-пӗринпе калаçнă (е çыру урлă хутшăннă) май хăйсен шухăшне чăвашлăха аталантарма пуçларăмăр, чăвашлăха упрамалла тенипе пурте килӗшетпӗр, чăвашлăх тӗнчинче пурăнатпăр, тӗнче тăрăх сапаланнă йăхташсене пӗрлештерсе, чăвашлăх ӗçне явăçтарса тăван культурăна аталантарма май туса паратпăр предложенисенче палăртаççӗ.
Пирӗн шухăшпа, чăваш сăмахпа çыхăннисем пурте чăвашлăх ăнлава палăртаççӗ. Анлă пӗлтерӗшлӗ сăмах вăл. Ăна пӗр сăмахпа ăнлантарса пама та çук. Çавăнпа та чăвашлăх мӗне пӗлтернине шыраса пăхас терӗмӗр. Мӗнле сăмах-ши вăл? Хамăр та мӗнлерех ăнланатпăр-ха ăна? Чăвашлăх тени мӗне пӗлтерет? Харăсах темиçе ыйту сиксе тухать. Мӗн вăл чăвашлăх? Ку ыйтусене тӳрех пӗр сăмахпа хуравлама çук.

Кирек мӗнле сăмах та мӗне те пулин пӗлтерет. Пӗлтерӗшсӗр сăмах çук. Чăвашлăх сăмаха илер. Вăл  иккӗмӗшле сăмах. Унăн пулăвӗ питех кăткăс мар: чăваш япала ячӗ çумне -лăх аффикс хушăнса япала ячӗ пулнă. Ку чӗлхе пулăмӗ пирки И.А.Андреев профессор: «Япала ячӗ тăвакан -лăх (-лӗх) аффикс, япала е паллă ячӗсем çумне хушăнать, абстрактлă пӗлтерӗшлӗ е вырăна палăртакан сăмахсем тăвать», – тет. Апла пулсан чăвашлăх абстрактлă сăмах, чăваш сăмахăн тӗп паллисене палăртать, тӗп пӗлтерӗшне пӗтӗмлетет.
Чăвашлăх тесе калатпăр,  вăл мӗне пӗлтернине ăнланатпăр пек, анчах ун пӗлтерӗшне пӗр сăмахпа чăвашла та, вырăсла та ăнлантарса параймастпăр. М.И.Скворцов профессор редакциленӗ чăвашла-вырăсла словарь те (Мускав, 1985) чăвашлăх сăмахăн вырăсла пӗлтерӗшне паман.
Халӗ чăвашлăх сăмаха пăхса тухар. Чăвашлăх вăл – пирӗн атте-анне чӗлхи, тăван халăх культурипе историйӗ. Чăвашла калаçса эпир пӗр-пӗринпе хутшăнатпăр, хамăр шухăша ирӗклӗ пӗлтеретпӗр. Тăван чӗлхе пире мӗн ачаран пурнăçа, çутçанталăка, йӗри-тавралăха пӗлме май парать. Тăван тавралăха туллин пӗлни аякри пысăк пулăмсене тӗрӗс хаклама пулăшать.
Чăваш Республикин шкулӗсенче чăваш чӗлхине тăван чӗлхе пек те, патшалăх чӗлхи пек те вӗрентетпӗр, вăл пӗлӳ хатӗрӗ шутланать. Тăван чӗлхене пӗлни ытти чӗлхесене вӗренме, çавна май ытларах пӗлӳ илме май парать.
Чăвашлăх тесен пирӗн ума Иван Яковлевич Яковлев сăнарӗ тухать. Вăл чăваш халăхне çӗнӗ çырулăх парнелеме вăй çитернӗ, сăмахлăха аталанма анлă çул уçса панă. Иван Яковлева чысласа кашни çул ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче Чăваш чӗлхи кунне ирттереççӗ. Эпир те уява ачасемпе хутшăнатпăр. Шупашкарта çак кун Яковлев палăкӗ патӗнчи митингра Аслă Вӗрентекенӗмӗре хисеплесе ыр сăмах калаççӗ. Уявра сăвă-юрă янăрать.
Иван Яковлев ӗçне малалла тăсаканӗсенчен пӗри – паллă ученăй Геннадий Волков академик. Чăваш тӗнчи ун пархатарлă ячӗпе çыхăннă.
Чăвашлăх вăл – Г.Н.Волковăн этнопедагогики, унăн ачасене пăхса ӳстерес ӗçри халăх опычӗ. Педагогика ăслăлăхӗсен докторӗ халăх педагогики çамрăк ăрăва вӗрентсе воспитани парассинче пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртнă. Ăслăлăх ӗçӗсемпе пӗрлех илемлӗ хайлавсем те çырнă вăл. «Асанне калавӗсем», «Пурнăç тыткăçӗ», «Юманпа хӗвел» тата ытти кӗнекесем те тухнă. Хисеплӗ вӗрентекен хăйӗн ӗçӗсемпе хайлавӗсенче тăван чӗлхе, халăх пурнăçӗ, ырă йăли-йӗрки ача-пăчана тӗрӗс аталанма пулăшать тенӗ.
«Чăвашсем яланах хăйсем пурăнакан вырăнсене питӗ юратаççӗ. Çакă вӗсем нихçан та ют çӗрсене туртса илменнинчен, хăйсен çӗрӗ çинче çăтă пурăннинчен, çавăнпа хăйсен йăлисене тата чӗлхине хакланинчен килнӗ пулмалла», – тенӗ Г.Н.Волков. Ку шухăша çыравçă «Ылтăн çӗрӗ» халапӗнче палăртать. Халап «Чăваш çӗрӗ – пирӗншӗн атте те, анне те, пичче те. Ку çӗр сăваплă та таса. Тăван çӗртен хакли нимӗн те çук» каларăшсене тарăнлатать, Чăваш çӗршывне, тăван тавралăха юратма, хаклама вӗрентет.
Чӗлхе культурăн пӗр пайӗ шутланать. Эпир чӗлхепе иртни çинчен каласа е çырса кăтартма пултаратпăр, пулассине те ӗмӗтленетпӗр. «Культурăна пула çеç çын ытти чӗрӗ чунсенчен уйрăлса тăрать», – тенӗ чăваш ученăйӗ Геннадий Волков. Культура çынна аталанма пулăшать. Сумлă академик чăвашлăх тӗнчинче культура вырăнне, ун пӗлтерӗшне тӗрӗс палăртнă. «Чи вăйли мӗн-ха чăваш культуринче? Асатте-асаннене, атте-аннене çав тери пысăка хурса хаклани. Вӗсем вӗрентнисене ăша илсе, ăса хурса пурăнни», – тенӗ вăл. Г.Н.Волков уйрăмах ачасене ашшӗ-амăшӗ, аслашшӗ-асламăшӗ, тăванӗсем ӗçе вӗрентнине пысăка хунă.
Чăнах та, чăваш ачи мӗн пӗчӗкрен ӗçе хăнăхса, ӗçлеме юратса ӳсет. Ӗлӗкренпе йышлă çемьере ашшӗ-амăшне, ватăсене чун-чӗререн хисеплесси пысăк вырăнта пулнă. Ачана çынсемпе тӳрӗ, сăпайлă пулма, ватлăха сума сумашкăн, хăна-вӗрлене хапăл тума вӗрентнӗ. Кил-йышра кашни ачана сывă пурнăçпа пурăнма хăнăхтарса пынă. Эрех-сăра ӗçнин сиенлӗхне тӗплӗн ăнлантарнă.
Манăн тăван чӗлхе – чăваш чӗлхи. Вăл чи хакли, чи илемли. Çак сăмахсене чӗре туйăмне пӗрле пуçтарса калатăп. Мӗнле тарăн пӗлтерӗшлӗ вӗсем. Тăван чӗлхе пире туслă пурăнма, ӗçлеме, шкулта ачасене вӗрентме хавхалантарать, çунатлантарать. Пирӗн чӗлхе чăвашлăхпа çыхăнса тăрать. Чăвашлăхӗ вара – чăваш халăхӗн паха тӗррийӗ, илемлӗ капăрлăхӗ, ытарайми тумӗ, юрри-ташшийӗ, туйӗ-çуйӗ, апат-çимӗçӗ, ал ӗçӗпе ăсталăхӗ, уявӗ тата ытти те.
Çапла вара, чăваш чӗлхинче халӗ усă куракан чăвашлăх сăмах анлă пӗлтерӗшлӗ пулни паллă пулчӗ. Вăл чăваш сăмахпа çыхăннисене пурне те пӗлтерет. Чăвашлăхăн хăйӗн тӗнчи пур: унта чӗлхе, культура, ӳнер, йăла-йӗрке, ăс-хакăл, истори, халăх тата ытти пӗтми-ырми еткерӗ.
Чăвашлăх вăл – хамăр пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çăлкуç. Ăна упраса, аталантарса пырасси – пирӗн тивӗç.(К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши