Мӗнле антенна суйламалла
Сигнал паракан станци антенна патне мӗн чухлӗ çывăхрах, телевизорти ӳкерчӗк çавăн чухлӗ лайăхрах.
Цифра телевиденийӗ çине куçнă чухне антенна телебашняран мӗн чухлӗ инçетре вырнаçнине, передатчик хăватне, вырăнти ландшафт мӗнлерех пулнине пăхмалла. Эсир миçемӗш этажра пурăннине, чӳречесем ăçта тухнине, промышленность чăрмавӗсем мӗнлерех пулнине пăхмалла. Сигнал паракан станци антенна патне мӗн чухлӗ çывăхрах, телевизорти ӳкерчӗк çавăн чухлӗ лайăхрах.
Пӳлӗмри антеннăсене пӳлӗмре вырнаçтараççӗ. ТВ-сигнал шайӗ çӳллӗ пулсан кăна (телебашня кантăкран курăнсан) лайăх ӳкерчӗк пулать.Анчах ун пек зонăсем ун пекех нумай мар. Ялта е дачăра пӳлӗм антеннипе лайăх ӳкерчӗк йышăнма çук. Паллах, пӗчӗк конструкципе усă курма меллӗрех, çурт тăррисем тăрăх шăвăнса çӳресси мар. Анчах та физика саккунӗсене айккинчен иртме ниепле те пулмасть.
Тулти антеннăсем телебашня кантăкран курăнмасан та сигнала тытаяççӗ. Вӗсене çурт тăррисенче, балконсенче вырнаçтараççӗ. Урамри антеннăсем коллективлă та пулаççӗ. Вӗсем сигналпа нумай хваттерлӗ çурта тивӗçтереççӗ.
Пассивлă антеннăсем сигнала хăйсен конструкцине (геометрине) пула йышăнаççӗ тата вăйлатаççӗ. Вӗсем электросетьпе çыхăнмаççӗ, вăйлатакан элементсем те - транзисторсем, микросхемăсем тата ытти электронлă компонентсем – вӗсенче çук.
Пассивлă пӗчӗк габаритлă антеннăсене сигнал паракан башньăран инçе мар вырнаçнă çуртра телесигнал йышăнма юрăхлă. Йӗри таврари пӗчӗк этажлă çуртсем 10 метртан çӳллӗрех пулмалла мар.
Пассивлă антенăсем лайăх усилительпе. Вӗсем цифра сигналне башньăран инçе вырнаçнă ялта та йышăнаяççӗ.
Активлă антеннăсем йышăнакан сигнала хăйсен конструкцийӗпе кăна мар, электронлă усилительпе те вăйлатаççӗ. Усилитель корпус ăшӗнче е унран уйрăм пулма пултарать. Çак антеннăна электросетьрен адаптерпа ток ямалла.
Мӗн пур хума йышăнаякан антеннăсем пӗр вăхăтрах икӗ диапазонăн (МВ тата ДМВ) сигналне те йышăнаять. Ытларах чухне телекуракансем шăпах çакăн пек антеннăсене суйласа илеççӗ. Мӗншӗн тесен Раççейре тӗрлӗ телеканалсем МВ-диапазонпа та , ДМВ-диапазонпа та трансляциленеççӗ.
Дециметрлă антеннăсем цифрăллă эфир телевиденине çеç йышăнма пултараççӗ. Дециметрлă хумсене (ДМВ) 300-3000 МГц ультраçӳллӗ частотасен диапазонӗнче (1 метртан пуçласа 0,1 метр таран хумсем) йышăнаççӗ.
Асăрхаттаратпăр, метрлă антеннăсем аналоглă ТВ-каналсен сигналне çеç йышăнаççӗ. Метрлă хумсене (МВ) питӗ çӳллӗ частотасен 30-300 МГц диапазонӗнче е юрăхлă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев