Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  МӖНШӖН ЧĂВАШ СПОРТСМЕНӖСЕН ÇИТӖНӖВӖСЕМ ЧАКРӖÇ?

Ялтан килнӗ чăваш спортсменӗсем унччен кроссовкие ăмăртура кăна тăхăннă

Ҫак кунсенче Шупашкарта пулса килтӗмӗр. Кайма икӗ сăлтав пулчӗ. Пӗрремӗшӗ, пире Надежда Сандркина марафонкăпа (Америкăра пурăнаканскер​ вăхăтлăха тăван ялне курма килнӗ) иксӗмӗре Ульяновскран Шупашкара Чăваш наци радиовӗнчи «Самана таппи» кăларăма ертсе пыракан Лидия Филиппова журналист тата çыравçă чӗннӗччӗ. Тепӗр сăлтавӗ – Алина Федорова юрăç хăйӗн концертне йыхăрчӗ.

«Самана таппи» кăларăма пирӗнсӗр пуçне 1992 çулта марафон чупса Олимп чемпионки пулса тăнă Валентина Егорова тата 1991 çулта хăвăрт утассипе тӗнче чемпионки ятне илнӗ Алина Иванова хутшăнчӗç. Надежда Сандркина вара 2008 çулта Швейцарире 12 сехетлӗх ăмăртура тӗнчипе палăрнă, вăл унта 101 çухрăм та 259 метр чупса тухса супермарафон чемпионки пулса тăнă. Мӗнле çынсем! Студире паллă спортсменкăсем хăйсен​ çитӗнӗвӗсем пирки чылай аса илчӗç, вӗсене итлесе ларма питӗ кăмăллă пулчӗ, чăваш спортсменӗсемшӗн мăнаçлăх çуралчӗ. Вӗсем хăй вăхăтӗнче Чăваш Республикине, чăваш халăхне, пирӗн çӗршыва тӗнче умӗнче чапа кăларнă вӗт.
Передачăна ертсе пыракан çакна тивӗçлипе хакласа мухтарӗ вӗсене. Çав вăхăтрах çивӗч ыйту та лартрӗ: мӗншӗн хальхи вăхăтра чăваш спортсменӗсен тӗнче шайӗнче пысăк çитӗнӗвӗсем сахал? Мӗнрен килет ку? Пӗр енчен пăхсан халь кашни районтах физкультурăпа спорт комплексӗсем пур, пысăк спортра вара ылтăн-кӗмӗл илекенсем çукпа пӗрех. Пӗр сăмахпа каласа ăнлантарма та çук ку япалана, сăлтавӗ пӗрре кăна та мар. Халь ачасен шучӗ те сахалтарах ӗнтӗ, куна йышăнмалла. Республикăра икӗ çул каялла пулса иртнӗ допинг харкашăвӗ те хăйӗн ӗçне турӗ, ун хыççăн темиçе çын спортран кайнă. Чăваш Республики хăйӗн спортсменӗсене тивӗçлипе укçа-тенкӗ уйăрайманнипе лешсем урăх региона куçса кайни те пур. Юлашки вăхăтра, сăмахран, тӗнчипе паллă Татьяна Акимова биатлонистка çапла турӗ. Студири хăнасем вара тепӗр сăлтавне те палăртрӗç.
– Эпир спортра пӗрремӗш утăмсем тума тытăннă чухне пирӗн нимӗнех те пулман. Ялтан килсе общежитире пурăннă, çиме те укçа сахал пулнă, чаплă тум тăхăнайман, кашни пуса перекетленӗ. Кедăпа чупнă, кроссовки те тупайман, тупсан та ăна ăмăрту валли хатӗрлесе хунă, тренировкăсенче тăхăнман. Калпак çуккипе пуçа тутăр çыхса чупнă самантсем те пулнă. Çак тренировкăсем, ăмăртусем урлă эпир çынна тухасшăн, пысăк спортсмена тухасшăн, хамăр хваттерлӗ пулма тăрăшнă, çавăнпа пӗтӗм вăя хунă. Пирӗн чунра​ спортпа аппаланма пысăк ăнтăлу пулнă.​ Халь çакă çук çамрăксен. Вӗсен паян​ пурте пур вӗт: тутлă ӗçме-çиме, хваттер, машина, хаклă телефон... Мӗншӗн тăрăшмалла, мӗншӗн тар тăкмалла? – терӗç паллă спортсменкăсем.

Шăл хăйракан
мешетлет
Иккӗмӗш кунне вара Алина Федорова концертне кайрăмăр. Ухсай ячӗллӗ Культура керменне кӗме кăмăл тунисем пурте лекеймерӗç. Коронавируса пула зала 75 процент кăна тултарма ирӗк пачӗç. Урамра вара мӗн чухлӗ çын çӳрерӗ билет ыйтса! Пире концерта ахаль çеç чӗнмен. Надежда Сандркина пуçарнипе, вăл укçа-тенкӗпе тивӗçтернипе 2020 çулта «Ют çӗршыври чăвашсен юрри» çуралчӗ. Сăввине эпӗ çырнăччӗ, кӗввине Александр Павлов кӗвӗлерӗ. Халăхра вара ку юрра шăпах Алина Федорова юрласа сарчӗ. Халӗ ку юрра нумай çӗршывра пӗлеççӗ, юрлаççӗ. Çак юрă сцена çинче янăранă хыççăн эпир виççӗн – Валентина Егорова, Надежда Сандркина, эпӗ –​ паллă юрăçа чечек çыххисем парнелерӗмӗр, тав турăмăр. Виçӗ сехет пычӗ концерт, программи питӗ анлă, унта паллă юрăçсем хутшăнчӗç. Пурте лайăх, тикӗс пек... Анчах кунта та çивӗч ыйту пур иккен.
Концерта пынă çынсем пăшăлтатса калаçнине илтме тӳрӗ килчӗ: мӗншӗн Алина Федоровăна халӗ те «Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки» ят паман? Чăнах та, мӗншӗн? Алина 30 çул (!) сцена çинче хăйӗн мăнаçлă та хитре сассипе халăха çӗр-çӗр юрăпа савăнтарать. Юрă валли хăйех мӗн чухлӗ сăвă çырнă, мӗн чухлӗ сăвва хăйех кӗвве хывнă! Çитменнине, вăл нумай çул Чăваш эстрада артисчӗсен пӗрлӗхне ертсе пырать. Пӗрлӗх йӗркеллӗ ӗçлесе пытăр тесен те самай вăй хумалла вӗт. Пире концертра Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов вара интереслӗ япала каларӗ. Алина Федоровăна сумлă ят памашкăн Культура министерствине икӗ хутчен те документсем тăратнă иккен, анчах икӗ хутӗнче те ыйтнине тивӗçтермен. Концерт куракансем вара сумлă ят паракан комиссире Алинăна килӗштермен е шăл хăйракан пӗр арçын пур, çавă ирттермест терӗç. Ку питӗ тӗлӗнмелле. Халăх çак тӗрӗсмарлăха пӗлет, анчах нимӗн те тăваймасть. Пӗр çын пӗтӗм обществăшăн шутлать-ши вара?
​ Куракансен пӗр ыйту: Алина Федоровăна та çак ята памасан тата кама памалла? Çывăх вăхăтра çак «сухаллă» ыйтăва татса парасса, çын ӗçне тивӗçлипе хакласса​ шанас килет.

Николай ЛАРИОНОВ- ЙӖЛМЕЛ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев