Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗншӗн килте лармастӑр эсир?

Самоизоляцине пӑхӑнманнисене урамсем тӑрӑх шыраса ҫӳрекенсем йышлӑ халь

Тутарстанра ҫӗнӗ 23 ҫынра коронавирус инфекцине тупнӑ. 4 ҫынна пульницана вырттарнӑ, 19-шӗ килӗсенче сипленеҫҫӗ.

Вӗсенчен:
18 тултарманнисем - 2
18-тан 30 ҫула ҫити - 7
30-тан 50 ҫула ҫити - 5
50-ран 60 ҫула ҫити - 4
60-тан 70 ҫула ҫити - 3
70-тен 80 ҫула ҫити - 2

Тупса палӑртнӑ ҫӗнӗ тӗслӗхсенечен:
9-шӗ ют ҫӗршывсенчен килнисенче (ОАЭ, Таиланд, Франци, Турци),
14-шӗ чирленисемпе хутшӑнӑва кӗнӗ ҫынсем.
Вирус Хусанта кӑна мар, районсене те сӑрӑла пуҫларӗ. Ҫӗнӗ тӗслӗхсем
Хусан-18
Пестрецы - 1
Элмет-1
Ҫырчалли-2
Ҫӳльту -1

Паян сывалнӑ 3 ҫынна пульницаран кӑларнӑ.
Пурӗ Раҫҫейӗпе 13584 ҫынна ернӗ ҫӗнӗ чир. Талӑкра 1667 чирлӗ ҫын хушӑннӑ. Ку черетлӗ антирекорд. Эпидемиологсем асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, эпидеми чакма пуҫлама-ха, сӑрӑлса кӑна пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев