Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӑнтӑрсен законне Думӑра йышӑнасшӑн

Ӳт хушакансен ҫуне урӑхла шӑратма ҫук-шим?

 

Раҫҫейре фастфудран кӗрекен налога мӑнтӑрланассин профилактики ҫине тата самӑрсене сиплеме яма сӗннӗ.
Ҫакӑн ҫинчен пуҫарӑвӑн авторӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Борис Менделевич ҫине таянса "Новости" РИА пӗлтерет.
"Эпӗ хальхи вӑхӑтра ыйтӑва тӗпчетӗп тата ҫакнашкал закон проектне хатӗрлеме май пуррине куратӑп. Ман шутпа, ҫӗнӗ документ виҫӗ тӗп аспекта палӑртмалла: продуктсенчи калорисене чакарттармалла, фастфуд ҫине хурӑнакан налог, чухӑнлӑх шайне чакарасси. Ку енӗпе системӑллӑ ӗҫ илсе пырсан кӑна ҫынсен сывлӑхне упраса хӑварма пулать", – пӗлтернӗ хӑй шухӑшӗсене Менделевич.
Ун сӑмахӗсемпе, хальхи вăхăтра Раççейри граждансенчен 55 % яхӑн ытлашши виҫеллӗ. Ҫавӑнпа та ҫак проблемӑпа кӗрешмелли закона йышӑнасси ҫивӗч ыйту пулса юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев