Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МОБИЛИЗАЦИЛЕННИСЕМ ВАЛЛИ ÇĂМ НУСКИ ÇЫХАÇÇӖ

Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене тӗрев пама май пур таран тăрăшаççӗ

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тата унти халăха гуманитари пулăшăвӗ парас ӗç кунран кун аталанса пырать. Аксу районӗнче Анатолий Николаевич Скворцов, Кивӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗскер, гуманитари пулăшăвӗ пухас акцине йӗркелекенсенчен пӗри пулса тăрать. Вăл Донбаса Нурлат районӗнчи волонтёрсемпе пӗрре кăна мар кайса килнӗ. Унти лару-тăрăва хăй куçӗпе курнă, салтаксене мӗн кирлине ыйтса пӗлнӗ. 

Юпа уйăхӗн пуçламăшӗнче гуманитари тиевне Максим Марков машинипе илсе кайнă. Ку хутӗнче апат-çимӗçсӗр пуçне ăшă тумтир комплекчӗсене те çитерсе панă. Бушлатсем, носкисемпе берцысем, балаклавăпа перчеткесем çич çӗр çынна тумлантарма çитнӗ. Кукморти çӗвӗ ӗçӗсемпе ӗçлекен ентеш 500 бушлат парнеленӗ. Çак пархатарлă акци ӗçне Аксу тата Нурлат районӗнче пурăнакан ӗç халăхӗ, пенси çулӗнчи çынсем тата шкул ачисем кар тăрса хутшăннă. Кивӗ Ӳселӗнчи Л.В.Гаврилова ертсе пыракан шкул ачисем хавхалану çырăвӗсем çырнă, ӳкерчӗксем тунă. Нумай пулмасть Луганск Халăх Республикин халăх милицийӗ ятӗнчен интернета курав роликӗ тăратнă. Унта Тутарстанри Аксупа Нурлат районӗнче пурăнакан çынсене пулăшу панăшăн чӗререн тав тунă, кӳрсе панă япаласем питӗ кирлӗ пулнине, вӗсем нацистсене хирӗç çапăçнă çӗрте пысăк пулăшу панине ӗненмелле каласа кăтартнă. 

Гуманитари пулăшăвӗ пухас ыйтусене Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ, ӗçчен те пӗтӗм енӗпе пултаруллă Надежда Владимировна Айдова пурнăçласа пырать. Юпа уйăхӗн вӗçӗнче кăна волонтёрсем пулăшнипе 100 пин тенкӗ ытла укçа тата тӗрлӗ апат-çимӗç пуçтарнă. Ку акци тапхăрӗнче Сергей Гаврилов 5 пин, Виктория Ижутова 3 пин, Валентина Кузьмина 3 пин тенкӗ, ытларахăшӗ пӗрер пин тенкӗ укçа панă. Апат-çимӗçрен пыл, улма-çырларан вӗретнӗ варени, маринадланă пахча çимӗç леçнӗ. Пухăннă çимӗçе çывăх кунсенче Хусанти вӗренӳ пунктне мобилизаципе кайнă яшсем патне леçсе пама калаçса килӗшнӗ.

Хӗле кӗрсе пынă май ӳселсем салтаксем валли çăм чăлха-нуски çыхма тытăннă. Хатӗр çăмхасене «Колос» лавккаран валеçнӗ, хуçи С.П.Ярославлев. Ӗçе кӗртме Елена Казакова 4 çăмха, Нина Ваструкова –  3, Наталия Львова – 2, Елена Архипова – 2, Наталия Михайлова – 2, Нина Андреева – 2, Роза Алексеева –2, Валентина Артамонова – 2 тата ултă çын пӗрер çăмха илсе кайнă. Вӗсем пушă вăхăтра нускисем çыхма тытăннă ӗнтӗ. Культура çурчӗн директорӗ Е.М.Айдова сурăх усракансенчен çăм пуçтарнă. Ăна Кивӗ Тимушкелӗнче таптарса килсе пулăшакансен вăйӗпе арлама, çиппинчен ăшă япаласем çыхма палăртнă.  

«Сувар» хаçата вулакансем! Паянхи йывăр лару-тăрура Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пирӗн пулăшу сывлăш пекех кирлӗ. Çавăнпа та айккине пăрăнса юлар мар, кам мӗнле пулăшма пултарать, çав енӗпе пулăшар. Эпир хамăрăннисене пăрахмастпăр! Пирӗн пулăшу хамăра хӳтӗлекенсене çӗнтерӳпе сывă таврăнма пулăштăр. 

Аркадий МИХАЙЛОВ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев