Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мобилизациленнисен ачисене пособи пама ыйтса арăмӗсем 3500 заявлени çырнă

Мӗн пур заявитель укçисене илнӗ тесе пӗлтернӗ ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Бутаева

«ТР Правительствин Постановленине темиçе эрне каялла йышăннăччӗ. Мобилизациленнин çул çитмен кашни ачине 20 пин тенкӗ тӳленет. Енчен те çемьере пӗр ача пулсан, ку сумма 20 000 тенкӗ пулать, енчен те икӗ ача-тăк – тӳлев 40 000 тенкӗ пулать», – аса илтернӗ вăл. 
«Паянхи куна 3,5 пине яхăн заявлени панă, вӗсемпе пăхăннă тӳлевсене эпир парса пӗтернипе пӗрех. Тӳлевсене çар комиссариачӗ панă список тăрăх пурнăçлаççӗ. Ӗç нумай пулни çар комиссариачӗсене списоксене туллин пӗр тархăрта хатӗрлеме май паман. Вӗсем пире хушма списоксене ярса тăраççӗ, эпир тӳлевсене палăртатпăр», – тенӗ Бутаева. 
Сăмах май, тулли мар мобилизаципе çар ретне тăнă арçын арăмӗпе уйрăлнă пулсан та, тепре авланса ачаллă пулса тăнă пулсан та, унăн малтанхи арăмӗнчен çуралнă ачисене çак пособи парăнмалла. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев