Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мобилизациленнисене укçа тӳлеме тытăннă

Чăваш Республикинчен мобилизциленнӗ салтаксем пирки ноябрьти уявсем хыççăн калаçма чарăнчӗç. Пăлханнă хыççăн вӗсем патне Ульяновск облаçӗн экс-кӗпӗрнаттăрӗ, халӗ Патшалăх Думин депутачӗ Сергей Морозов килсе кайнă хыççăн чӗмпӗрти резервистсене канмалли кунсене килӗсене янă.

Ноябрӗн 6-мӗшӗнче Олег Николаевпа Леонид Черкесов Чӗмпӗрти çар чаçне ятарласа Шупашкартан янă мобильлӗ стоматологи кабинечӗ еплерех ӗçленине тӗрӗслеме килсе кайнă. Вăл вăхăтра ентешӗсенчен ытларах пайӗ килӗсенче пулнă ахăр. Салтаксемпе курса калçнисем çинчен пӗлтернисем çук.

ЧР Пуçлăхӗн сайтӗнче вăл хăйӗн республикинчен мобилизациленнӗ салтаксене 50 000 тенкӗ укçа тӳлевӗ парасси çинчен указ кăларни çинчен калакан хыпар пур. Олег Николаев укçана кӗске вăхăтра мобилизациленнисем патне çитерме хушнă. 
«Çемьери çынсене шута илсе эпир тӗрев парас енӗпе нумай мера йышăнтăмăр. Анчах та мобилизациленнисем тӗрлӗрен, вӗсем хушшинче ачасăррисем те сахал мар. Çитменнине нумайăшӗ хăйсене хӗсметре кирлӗ япаласем туянса тăкакланнă та. Вӗсем çак тăкаксене саплаштарма ыйтни – тӗрӗс ыйту», – тенӗ Олег Николаев. 
Палăртнă укçасене мобилизациленнисем илме пуçланă ӗнтӗ тесе çыраççӗ телеграм-каналсенче. 

Сăнӳкерчӗксем glava.cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев