Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МОБИЛИЗАЦИПЕ ЫЙТУСЕМ ПУЛСАН

Тулли мар мобилизаципе çыхăннă ыйтусем пулсан «Объясняем.РФ» портала кӗмеллине пӗлтерет РФ Цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин сайчӗ.

 Çак кунсенче «Объясняем.РФ» порталта «Помощник Объясняем.РФ» чат-бота хута янă, унта тулли мар мобилизаципе ятарлă пай хушнă. 

 Чат-бот урлă янă ыйтусене тӳрех РФ Оборона министерствине çитереççӗ. Ведомство кашни ыйтăва оперативлă пăхса тухса чат-ботра хуравлать. Çаплах унта тулли мар мобилизацие камсем лекменни, сывлăх категорийӗсем, повесткăна валеçмелли тата илмелли йӗрке çинчен тулли информаци те вырнаçтарнă. 

Енчен те çар комиссариачӗсем тулли мар мобилизацин йӗркине пăснă тӗслӗхсем пулсан, кун çинчен «122» хӗрӳ линие мӗнле шăнкăравламаллине ăнлантарнă. Асăннă чат-бот Telegram, Viber мессенджерсенче тата «ВКонтакте» социаллă сетьре ӗçлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: çӗршывра