Сувар

Мобильлӗ классем ял шкулӗсене ҫитӗҫ

Унта пичетлекен, сканерлакан, копи тӑвакан нумай функциллӗ хатӗр, учитель ноутбукӗ, интерактивлӑ доска, тата вӗренекенсем валли 10 ноутбук кӗреҫҫӗ

Федерацин "Хальхи шкул" текен проектне пурнӑҫа кӗртсе Тутарстан хӑйӗн "Вӗрентӳ" наци проектне пурнӑҫлать. Сак тӗллеве ӗҫе кӗртсе республика 97 мобильлӗ клас туянать. "Цифровая образовательная среда" текен комплекса калаҫҫӗ мобильлӗ клас тесе. Унта пичетлекен, сканерлакан, копи тӑвакан нумай функциллӗ хатӗр, учитель ноутбукӗ, интерактивлӑ доска, тата вӗренекенсем валли 10 ноутбук кӗреҫҫӗ. 

Реклама

Ҫапла федераллӑ тата республикӑри бюджетсенчен тӳленипе оргтехникӑна шкулсене 2019 ҫулхи сентябрӗн 20-мӗшӗччен ҫитермелле. Ҫӗнӗ компьютерсене Ешӗлвар районӗнчи 7 шкул, Арча, Ҫӳльту, Кукмор, Саба, Пестрецы, Ҫарӑмсан районӗсенчи 4-шар шкул, Павлӑ, Азнакай, Сарман районӗсенчи 3-шер шкул илӗҫ.   

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: