Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Мобильлӗ суйлавçă» механизмпа паянхи кун тӗлне 3,7 пин ытла çын усă курнă

Тутарстанра паянхи кун тӗлне 3,7 пин çын ытла Раççей Президенчӗн суйлавӗнче хăйсем çав вăхăтра ăçта пулаççӗ, çавăнта сасăласси пирки заявлени панă.

Ку республикăри суйлавçăсен 0,13 проценчӗ шутланать. Çакăн пирки Тутарстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ. 


«Суйлав вăхăтӗнче куллен пурăнакан вырăнта пулайман çынсенчен сасăласси пирки заявленисем йышăнас ӗç пырать. Пӗрремӗш эрнере „Мобильлӗ суйлавçă“ механизмпа 3726 Тутарстан çынни усă курнă. Ку хисеп февралӗн 7-мӗшӗ тӗлне. Февралӗн 6-мӗгшӗнче 2,5 пинччӗ. Ку чăнах та курăмлă динамика, вăл Тутарстан çыннисем сасăлав пирки малтанах шутланине кăтартать», — тенӗ спикер. 


А. Кондратьев каланă тăрăх, «Мобильлӗ суйлавçă» Раççей Президенчӗн суйлавӗнче пирӗн çӗршывăн хуть хăш кӗтесӗнчен те сасăлама май парать. Ăçта пропискăра тăни чăрмав мар. 


Суйлав вăхăтӗнче килте пулайманнисенчен суйлавçăсен списокне кӗртме ыйтса çырнă заявление территорири суйлав комиссийӗсене, МФЦна кайса е Патшалăх услугисен порталӗ урлă мартăн 11-мӗшӗччен пама пулать. Мартăн 6 — 11-мӗшӗсенче участокри суйлав комиссийӗнче заявлени пама май пур. 


Раççей Президенчӗн суйлавӗнче мартăн 15, 16 тата 17-мӗшӗсенче сасăлама пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы2024