Модульлӗ пӳрт валли фундамент чавмалла мар
Хусан ҫумӗнчи Иннополисра медицина центрӗн пациенчӗсемпе туристсем валли модульлӗ ҫуртсем лартма тытӑннӑ
Вӗсем Медицина центрӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ. Хальлӗхе площадкӑра виҫӗ ҫурт лартнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен унта 12 объект пулать. Вӗсем 48 хӑнана вырнаҫтараяҫҫӗ.
Хыпар хатӗрӗсен ӗҫченӗсене апартамент пек тунӑ Suite номере кӑтартнӑ. Унта икӗ вырӑнлӑ краватьлӗ ӳйрӑм пӳлӗм пур, кухняллӑ гостинӑй, санузел.
"Кунта хушма ҫывӑрмалли вырӑнсем пур. Гостиница номерӗ евӗрлӗ спальня, холодильниклӑ, кондиционерлӑ, ятарлӑ ҫутӑллӑ. Кунта мӗн пур условисем пур", – тесе пӗлтернӗ журналистсене «Модуль Ин Казан» проектӑн инвесторӗ Андрей Головин.
Ун сӑмахӗсемпе, модульлӗ ҫуртсене тӑвас ансатлӑх – строительство валли ятарлӑ проект тумалла марринче. Ҫакнашкал обьекта пӗр кунра лартма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев