Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

#МойГеройМояСемья акцие хастар хутшăнар

Ӗнертен, апрелӗн 22-мӗшӗнчен, Тутарстан Республикинче #МойГеройМояСемья акци пуçланчӗ. Ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 79 çул çитнине тата Раççейри Çемье çулталăкне халалланă.

Асăннă флешмоб «Вилӗмсӗр полк» онлайн-акципе пӗрле иккӗмӗш çул иртет.


Республикăра пурăнакансем çак акцие хутшăнса социаллă сетьсенче хăйсен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванӗсем çинчен каласа пама пултараççӗ. Çар çыннисем пирки кăна мар, тылра ырми-канми ӗçленисем çинчен те каласа пама юрать. 


Акцие хутшăнакансен обязательнăй икӗ условие пăхăнмалла: çырни патне #МойГеройМояСемья хештег лартмалла тата хăвăр каласа паракан геройăн сăнӳкерчӗкӗ пулмалла. 


Флешмоб иртнӗ вăхăтра республикăри массăлла хыпар хатӗрӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсем пирки каласа парӗç. 
Пӗлтӗр #МойГеройМояСемья акцие Тутарстанра пурăнакан 700 ытла çын хутшăннă, вӗсем хăйсем çырнине «ВКонтакте» социаллă сетьре вырнаçтарнă. Кăçал вара акци тата анлăрах — пур социаллă сетьсенче те — иртет. Унта республикăри паллă çынсем те хутшăнма кăмăл тунă. 


Хаклă вулакансем! Çак акцие сире те хутшăнма ыйтатпăр. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, вăрçă вăхăтӗнче тылра ӗçленӗ тăванăрсем çинчен çырнине #МойГеройМояСемья хештег лартса, вӗсен сăнӳкерчӗкӗпе пӗрле социаллă сетьсенчи хăвăрăн страницăрсенче вырнаçтарăр та публикацин ссылкине «Сувар» хаçат редакцийӗн 89179076881 номерӗпе ватсап урлă ярса парăр. Вӗсене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче, Телеграм-каналта кăларăпăр. 


Акци майăн 9-мӗшӗччен пырать. 


Паттăрсене манар мар, вӗсене сума сăвар, ӗмӗр-ӗмӗр асра тытар!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МойГеройМояСемья акци