Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мосгорсуд Хусан федераллă университетăн ректорне СИЗОра хăварнă

Мускав хулин сучӗ Ильшат Гафуровăн апелляци жалобине çаплипех хăварнă. Преступлени тунинче йӗрленекен ректор хăйне арестленӗ хыççăн СИЗОна вырнаçтарнине пула обжаловани тума хăтланнă. Çакăн çинчен калакан информацие судăн сайчӗ пичетлет.

Çавăн пекех Ильшат Гафуров килӗнче ухтарнă чцхне слеовательсем 12 млн тенкӗ тупни те паллă пулнă. Кун çинчен апелляци инстанцийӗн ларăвӗ пынă вăхăтра Раççейӗн следстви комитечӗн представителӗ пӗлтернӗ.

Иртнӗ çулăн раштав уйăхӗнче Мускаври Басманнăй суд ХФУ ректорне заказ парса çынна вӗлерттерни пирки арестленӗ, ăна нарăс уйăхӗн 21-мӗшӗччен тӗп хулари СИЗОна хупнă.

Ӗнер Гафуров Мускав хула судне ăна СИЗОран килти ареста куçарма ыйтнă. Анчах та Басманнăй судăн йышăнăвге Мускав хула сучӗ улшăнусăр хăварнă – Гафуров СИЗОра нарăс уйăхӗн çирӗм пӗрремӗшччен юлать.

Аса илтеретпӗр, ХФУ ректорне çынна вӗлерме хӗтӗртнӗшӗн тытса чарнă. Следстви палăртнă тăрăх, 1999 çулхи çурла уйăхӗн 29-мӗшӗнче Гафуров хушнипе Елабугăри депутата вӗлернӗ.
ХФУ сайтӗнчи сăнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев