Сувар

ӖМӖРӖ КӖСКЕ ПУЛСАН ТА ӖÇӖСЕМ ПӖЛТЕРӖШЛӖ

Шел, пӗр каçра пӗр драма куçарма пултарнă талантлă ентешӗмӗр 26 çул çеç пурăннă

Георгий Васильевич Тал-Мăрса (Зайцев) ячӗ чăваш литературине ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнă. Ӗмӗрӗ кӗске пулсан та чăваш литературине чаплă хайлавсемпе пуянлатнă вăл. Пултаруллă сăвăç, прозаик, драматург, театр ӗçченӗ, журналист пысăк пахалăхлă илемлӗ хайлавсем çырса хăварнă. Тăван литературăна çӗнӗ жанрсемпе, темăсемпе пуянлатнă. Вăл çырнă «Кам айăплă?» пьеса театр сцени çинче лартнă пӗрремӗш чăваш спектаклӗ пулнă. Çавăн пекех вăл пейзаж, юрату, философилле, гражданла лирика тӗслӗхӗсене тӳр килекен сăвăсем çырнă. Сăвă йӗркисенче харпăр ыратăвӗпе савăнăçне çеç мар, ку чухнехи саманан, халăхăн проблемисене палăртма пултарнă. Г.Тал-Мăрсан пултарулăх тӳпи уйрăмах историлле драмăсенче курăнать. Вăл Хусанти Историпе археологи институтӗнче вӗреннӗ вăхăтра чăваш халăхӗн кун-çулне çутатса паракан пилӗк драма çырнă.

Пасарлă Упи ачи
Георгий Тал-Мӑрса Çӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упире 1895 çулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче вӑтам хресчен кил-йышӗнче (Талпик мӑрса несӗлӗнчен килекен çемьере) çуралнӑ. Упире – уес хулинчен (Пӑваран) хӗрӗх пилӗк çухрӑмра, Сӑр вӑрманӗсем татӑлса хирсем пуçланнӑ çӗрте чӑмӑртаннӑ ялта – кашни тунтикун ӗне-сурӑх макӑрни, лашасем кӗçенни, сутакансемпе илекенсем алӑ çапсах хаклашни, камитçӗсем халӑха йыхӑрни янӑраса тӑнӑ. Вӑрман кӑмрӑкӗ, тикӗт, тӗш тырӑ, хӗрлӗ тӑмран тунӑ савӑт-сапа сутакансем тата мӗн чухлӗ! Кунтах, пасар майданӗ тавра, виçӗ хупах, Апаковпа Усманов хуçасен тата ытти вак-тӗвек лавккасем ретӗн-ретӗн каçӑрӑлса ларнӑ. Пасартан кӑшт айккинерех – вулӑс правленийӗ, уретниксемпе стражниксен пысӑк çурчӗ, тӗрме, çӗвӗ çӗлекен машинӑсем сутакан «Зингер» компанийӗн кантурӗ... Икӗ чиркӳ...
Пасарлӑ Упи мӗн авалтанпах хӑйӗн пысӑк та шавлӑ пасарӗпе чапа тухнӑ ял. Пӗр пасар та кунта тытӑçусӑр, тӗркешӳсӗр, «хурах, çаратрӗç,​ тытӑр!!!» тенине илтмесӗр саланман. Çак ялта иртнӗ ӗнтӗ пулас поэтӑн, драматургӑн, журналистӑн ачалӑхӗ. Якурăн (пулас поэта ялта çапла чӗннӗ) ашшӗпе амӑшӗ – Василий Терентьевичпа Ирина Тихоновна Зайцевсем – виçӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр çуратса ӳстернӗ. Тярукка Ваçлейӗ (Якур ашшӗ) ырӑ чунлӑ, пурнӑçа лайӑх пӗлекен, хуçалӑхне çирӗп тытса пыракан çын пулнӑ, ачисене хут вӗрентме тӑрӑшнӑ. Якурӑн аппӑшӗ, Елена Васильевна, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, тӑван ялӗнчен инçех мар – Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи шкулсенче — ӗçленӗ. Вӑл Якура çул уçса пама тӑрӑшнӑ. Ялти шкула лайӑх пӗтернӗ шӑллӗне 1909 çулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн хатӗрленӳ класне вӗренме илсе кайнӑ. Икӗ вӑрçӑ Тярукка Ваçлейӗн килне пысӑк хуйхӑ илсе килнӗ. Чӗмпӗр шкулӗнчен патша çарне хӑй ирӗкӗпе кайнӑ Якур аманса таврӑннӑ, пиччӗшӗ вара, Илле, пуç хунӑ. Туслӑ та йышлӑ кил-йыш самантрах саланса кайнӑ. Амӑшӗ вилнӗ хыççӑнах Матринепе Пӑлаки те вӑхӑтсӑр çӗре кӗрсе ачи-пӑчисене тӑлӑха хӑварнӑ.

Шухăш-кăмăлне вăрçă улăштарнă
Пӗрремӗш тӗнче вӑрçинчен Георгий Тал-Мӑрса шухӑш-кӑмӑлӗпе улшӑнса таврӑнать. Малалла вӗренес ӗмӗт татӑлать. Вӑрçӑ хирӗнче мӗн-мӗн курни ун чун-чӗрине касса ыраттарнӑ. 1915 çулччен Чӗмпӗрти шкулта савӑнса вӗреннӗ вӑхӑт нихçан таврӑнми тӗлӗк пек çеç туйӑннӑ. Вун пилӗк юлташӗпе пӗрле хӑй ирӗккӗн фронта тухса кайни те, Карпатри çапӑçусенче хастар пулнӑшӑн Георги хӗресӗпе наградӑлани те ӑна калама çук вырӑнсӑррӑн курӑннӑ. Суя патриотизмпа хавхаланса патшашӑн юн тӑкма тивни ӑна çав тери тарӑхтарнӑ. Чӗмпӗрти шкулта чухнех вырӑс поэчӗсен хавас туйӑмлӑ сӑввисене кӑмӑлласа куçарнӑ, тӑван халӑх юррисене пухма юратнӑ çамрăк фронтран таврӑнсан салхуллӑ, йывӑр шухӑшлӑ сӑвӑсем çырма тытӑнать. Çапӑçу хирӗнче аманса çӳлти шӑл тунисӗр юлнӑскер, поэт-салтак Хусанти госпитальте сипленнӗ. Çав кунсем поэтшӑн ахаль иртмен. Вӑл юлташӗсене хӑй патне чӗне-чӗне илнӗ, вӗсене пурнӑç çине çӗнӗлле, анлӑраххӑн пӑхма, çӗршывра революцин вӑйӗ çӗкленсе пынине курма вӗрентнӗ.
1916 çулхи кӗркунне Г.В.Тал-Мӑрса Шӑмӑршӑри пуçламӑш шкулта ачасене вӗрентме тытӑннă. Халӑх хушшине вӑл хӑюллӑн тухать, шухӑшӗсене пытарса-хӑраса тӑмасӑр калать, тӗнчери лару-тӑру çинчен калаçусем ирттерет. Халӑх умне тухма май пултӑр тесе Шӑмӑршӑра драма кружокӗ йӗркелет, хӑйӗн тӑван ялӗнче те çавӑн йышши драмкружок тума çывӑх тусне М.Н.Дементьев учителе пулӑшать.
1917 çул пуçламӑшне Г.Тал-Мӑрса Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи ялсенче çӗнӗ саманашӑн кӗрешсе ирттерет. Кӗр еннелле Хусана тухса каять, вӑрçӑра аманнисен союзӗн патронатне вырнаçать. Кунта вӑл вӑрçӑ инваличӗсене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан курсра географи вӗрентет, спектакльсемпе тӗлпулусем йӗркелет, унта хӑйӗн сӑввисене, К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэмин сыпӑкӗсене вула-вула кӑтартать.

Кăнтăрла ӗçленӗ, каçпа вӗреннӗ
Хусанти университет çумӗнче 1917 çулта Çурçӗр-Хӗвелтухӑç халӑхӗсен этнографийӗпе археологийӗн институчӗ уçӑлать. Г.Тал-Мӑрса хавхалансах çак института çӳреме тытӑнать. 1919 çулта институтра Хӗвелтухӑç уйрӑмне йӗркеленӗ, ку вара Г.Тал-Мӑрса пек хыпӑнуллӑ студентсемшӗн пысӑк телей пулнӑ. Институтра каçхине вӗренме май​ пулни те килӗшнӗ ӑна: кӑнтӑрла вӑл хаçат ӗçӗсенче çӳренӗ, театр ыйтӑвӗсемпе аппаланнӑ, куçарнă, çырнӑ, вуланӑ. Институтра тӗрлӗ дисциплинӑсемпе анлӑ пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ. Унта тӗнчери лару-тӑрупа политика, дипломати ыйтӑвӗсене, Хӗвеланӑç çӗршывӗсемпе Атӑлçи аваллӑхне, тӗн историне, этнографипе музей ӗçне, археологипе палеологие, вырӑс, тутар, араб, мари, чӑваш чӗлхисене, Хӗвелтухӑçӗнчи халӑхсен культурипе Ылтӑн Урта историне паллӑ ученӑйсем вӗрентнӗ.
Институтра (кайрантарах – академире) çамрӑк сӑвӑç Атӑлçи пăлхарсен тата тăван халӑх историйӗпе, тутар, ирçе-мӑкшӑ, мари халăхӗсен аваллӑхӗпе хытӑ кӑсӑкланать, пӗр харӑсах тенӗ пек «Силпи – Пăлхар пики», «Атилла», «Архай-хан», «Мӑрсапай» поэмисене пуçласа хурать, «Вӑйлисен айӑпӗ» сӑвӑлла трагедине малалла çырать. Вӗреннӗ вӑхӑтрах, 1918 – 1921 çулсенче, И.Максимов-Кошкинскипе, Ф.Павловпа,​ М.Акимов-Аруйпа, П.Осиповпа, Н.Ваçанккапа, С.Горскипе, Г.Парнепе тата ытти пултаруллӑ çынсемпе пӗрле Чӑваш театрне аталантарас, чӑваш совет литературине хӑватлăрах тăвас тесе пӗтӗм вӑйне хурать. Хаçатсене çырса тӑрать, театрăн иккӗмӗш режиссерӗ пулса ӗçлет, пьесӑсем куçарать. 1919 çулта Хусан гарнизонӗнчи Хӗрлӗ Çар чаçӗсенче ӗçлекен артистсен труппине йӗркелет. Ăна труппăн аслă режиссерӗ туса хураççӗ.
Хӗрлӗармеец-артистсен труппинче ӗçленӗ вӑхӑтра Георгий Тал-Мӑрса «Кам айӑплă?», «Ухатер», «Çӗнӗ пурнӑç шурӑмпуçӗ» драмăсемпе «Кӳлешӳпе юрату», «Суя Кулля», «Рамата Хӗветӗрӗ» кӗске пьесӑсем çырать, вӗсене сцена çине кӑларать. Чӑваш автономиллӗ облаçне йӗркелесе ярсан Чӑваш тӗп театрӗ Хусантан Шупашкара куçса каять. Г.Тал-Мӑрса хӗрлӗармеецсен труппине пӑрахса хӑварас темест, Хусантах юлма шутлать. Ку вӑхӑта вӑл çемьеллӗ пулнă ӗнтӗ: театр ӗçне хастар хутшӑнакан Александра Григорьевӑпа пӗрлешнӗ.
Пӗр хушӑ ударлӑ труппӑпа Хусан таврашӗнчи ялсем тӑрӑх çӳрет. Вӑрçӑ пӗтнӗ хыççӑн салтаксен труппи те хӑйӗн ӗçне вӗçлет. Артистсенчен нумайӑшӗ Шупашкара куçса каять, хӑшӗсем урӑх ӗçе кӗнӗ.
1921 çулта, çуркунне, Атӑл тӑрӑхне хаяр выçлӑх килсе çапсан вăл мӑшӑрӗпе пӗрле тӑван ялне – Пасарлӑ Упие – куçса килет. Вӗсене Хурӑнварти иккӗмӗш сыпӑклă шкулта учителе вырнаçтараççӗ, анчах шкул йӗркеллӗ ӗçлеме пуçлаймасть – хаяр выçлӑх кӗçех Упи тӑрӑхне те пырса çитет. Ку вӑхӑтра та Г.Тал-Мӑрса Пасарлӑ Упири халӑх çуртӗнче 1916 çултах йӗркеленӗ драма кружокӗн ӗçӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланма пӑрахмасть, таврари çамрӑксемпе комсомолецсене хӑй тавра пухать, ялти çӗнӗ йӑла-йӗркешӗн кӗрешӳ пуçарать, халӑха коммунӑсемпе юлташлӑхсене пӗрлештерет. Йывӑр пулсан та Г.Тал-Мӑрса литература ӗçне алӑран ямасть. Ял куштанӗсемпе пупсене питлесе сӑвӑсем çырать, чухӑнсене кӗрешӗве чӗнет.

Çӗпӗртен таврăнайман
1921 çулта кӗркунне Г.В.Тал-Мӑрса пӗр-ик эрнелӗхе хунӗ патне – Вӑрманхӗрри Кӑршкана (Чăваш Республикинчи Çӗрпӳ районне кӗнӗ) – кайса пурӑнать. Унта арӑмӗн тӑванӗсем ӑна вӑхӑтлӑха Çӗпӗре куçса кайма сӗнеççӗ. Тӑван ялӗпе поэт хурланса сывпуллашать. Ăсатма пынӑ тусӗсем М.Дементьевпа Ф.Пирогов та поэт ун чухне пусӑрӑнчӑк шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине палӑртнă. Август вӗçӗнче Г.Тал-Мӑрса Пасарлӑ Упири тепӗр икӗ çемьепе тата пултӑрӗпе – арӑмӗн Çӗпӗртен курма килнӗ шӑллӗпе – пӗрле Хӗвелтухӑç еннелле çула тухать. Кашни станцирех чарӑна-чарӑна, асаплана-асаплана Г.Тал-Мӑрса çемйи Ӗпхӗве çитет. Кунта вӗсен виçӗ талӑк ларма тивет. Çак вӑхӑта та Георгий Васильевич ахаль ирттермест, хула библиотекине çӳрет. Анчах кунта кӗтмен инкек сиксе тухать: унӑн пур-çук укçине вӑрӑсем кӑларса илеççӗ. Çапах та, юлашки ӑпӑр-тапӑра суткаласа, Тал-Мӑрса Тюмень урлӑ Красноярск крайӗнчи Ачинск хулине çитсе чарӑнать. Уйӑх çурӑ çул çинче çӳресе ывӑннӑ Георгий Васильевич хулана çитнӗ-çитменех ӗçе тытӑнать, политехникумра истори вӗрентме пуçлать. Александра Григорьевна музыка шкулне вӗрентме вырнаçать. Çанă тавӑрса, хавхаланса ӗçлеме тытӑнас вӑхӑтра Г.В.Тал-Мӑрса сасартӑках тифпа чирлесе ӳкет, ӑна хула больницине хураççӗ. Унта вӑл виçӗ эрне выртать, сывалса тухас чухне, вӗрӗлсе кайнипе, татах хытӑ аптраса ӳкет. Писателӗн больницӑри сӗтелӗ çинче çырма пуçланӑ роман сыпӑкӗсем выртса юлнă. 1921 çулхи декабрӗн 8-мӗшӗнче çирӗм улттӑри Г.Тал-Мӑрса вӑхӑтсӑр вилсе каять.

Тăлмачсен шкулне йӗркеленӗ
Г.Тал-Мăрса пултарулăх çулӗ çине сăвăсем çырса тухнă. Унăн сăввисем йышлах упранса юлман, вӗсенчен чылайăшне В.Никитинпа В.Ахун 1975 çулта «Хӗрлӗ çар çыннин юрри» çырнисен пуххинче пичетлесе кăларнă. Çавăн пекех Г.Тал-Мăрсан сăвăласа çырнă калавсем те пур. Георгий Тал-Мӑрса журналистикӑпа литературӑра тата театрта пултаруллӑ ӗçленӗ чи хӗрӳ тапхӑр – 1918 – 1921 çулсем. Çав вӑхӑтри чӑвашла хаçат-журналта Г.В.Тал-Мӑрсан сӑвӑ е калав, рецензи е статья, куçару е урӑхлатса çырни тӑтӑшах тӗл пулать. Çапах та хаçат ӗçӗ Г.В.Тал-Мӑрсашӑн тӗп вырӑнта тӑман. Пуринчен ытларах вӑл – сцена çынни, унӑн пӗтӗм пултарулӑхӗ чӑваш театрӗн çулӗпе çыхӑннӑ. Чӑваш сцени валли Г.В.Тал-Мӑрса вырӑсларан куçарнӑ произведенисен шучӗ темиçе теçеткерен те иртет. Чӑваш театрӗн малтанхи артисчӗсем аса илнисем тӑрӑх шутласа пӑхсан, вӗсем аллӑран иртсе каяççӗ. «Пӗр каçра пӗр драма куçарма пултаратчӗ», – тени, чӑн та, тӗрӗсех. Ытти тăлмачсемпе пӗрле те куçарнӑ, ушкӑнпа куçарассине йӗркелесе пынӑ. Г.Тал-Мӑрса йӗркеленӗ «тӑлмачсен шкулӗ» чӑвашлатнӑ пьесӑсем тӗрлӗ ял-хула тӑрӑх саланнӑ, вӗсене артистсем алӑран алла çыра-çыра илсе вӗреннӗ...
Георгий Тал-Мӑрса ячӗ чӑваш совет драматургийӗнче Ф.Павлов, М.Акимов-Аруй, Н.Ефремов ячӗсемпе юнашар тӑрать. Çирӗм ултă çул çеç пурăннă пулин те, Г.Тал-Мăрса чăваш литературипе культуришӗн пӗлтерӗшлӗ ӗçсем сахал мар тунă.

Надежда СЕРДЦЕВА,
Упи вăтам шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен.
Çӗпрел районӗ.
Сăнӳкерчӗк Чăваш наци библиотекин сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: