Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мухтанатпăр, савăнатпăр, мăнкăмăлланатпăр хамăрăн Петӗр Хусанкайпа!

Чунри вӗресе тăракан туйăм поэта фронтри хаяр çапăçусенче те (йывăр аманма тивнӗ пулсан та) сывă юлма пулăшнă. Вăл, сипленнӗ хушăра та, дивизи хаçачӗсенче çине-çинех пичетленнӗ, çулăмлă материалӗсемпе салтаксемпе офицерсене фашистсене хирӗç паттăррăн кӗрешме хавхалантарнă. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн тата çар пичечӗ ӗçӗнчи пултарулăхшăн «Хӗрлӗ Çăлтăр» орденне тата темиçе медале тивӗçнӗ.

Пирӗн ӳсӗмре ялти килсенче радиоприемник е телевизор пулманпа пӗрех. Пралук тăрăх килекен «тарелкăсенче» вырăсла е тутарла кăна калаçатчӗç. Анчах эпӗ вуннă-вун иккӗре чухнех тантăшсенчен ытларах «илтме» те, вулама та пултарнă. Ара, ун чухне пирӗн килте ялти библиотека вырнаçнă та...  Пӗр кӗтессе вырнаçтарнă радиори тӗрлӗ хумсенчен пӗринче «Чăвашрадио» та, çав шутра пурте пӗлекен Серафима Ефимова дикторăн чуна тыткăнлакан сасси те чиперех янăратчӗ. Библиотекăри çӗр-çӗр кӗнеке хушшинче чăвашлисен уйрăм пуххи, сӗтел çинчи хаçат тӗркемӗсенчен пӗри Шупашкарта тухакан «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») пулнăран манăн тантăшсенчен самай ытларах пӗлме май килнӗ. Çитменнине темле майпа эпӗ шкула кайичченех (ун чухне саккăр тултарсан кăна пуçламăш класа йышăннă) вулама-çырма хăнăхнă.

– Толя шăллăм, Петӗр Хусанкая Чăваш халăх поэчӗ ятне панă, – терӗ пӗррехинче библиотека ертӳçи çӗнӗ хаçат-журналсемпе паллашнă май.

– Чăнах-и?! –  тетӗп ăна хирӗç хам савăннине систерсе.

– Акă, вула, –  «Коммунизм ялавӗ» тыттарчӗ алăран.

Паллах, çак калаçу ахальтен пулман. Библиотекарь хăй те, эпӗ те хамăр тӗллӗн мӗн те пулин –  сăвă-калав тенӗ пулӗ ӗнтӗ –  çыраттăмăр. Вăл каярахпа Хусанта тухса тăнă «Хӗрлӗ ялав» хаçатăн ятарлă корреспондентӗнче ӗçленӗ чухне те, эпӗ университетран вӗренсе тухса чиперех çырма вӗренсе, анлă журналистика çулӗ çине тухсан та çав туслăх татăлман.

Петӗр Хусанкай ачаллах вулама юратнăскер, хăй тӗллӗнех чăваш тата вырăс халап-юмахӗсене пуçа хывнă. Пӗррехинче, ăнсăртран тенӗ пек, килне улаха юлнă хӗрсем çывăрса кайсан, Константин Ивановăн «Нарспи» поэмипе паллашать. Çавна май унăн малтанхи сăввисемех юлташӗсеннинчен лайăхрах пулса тухаççӗ. Çакна пӗрремӗш вӗрентекенӗ пулнă Наталия Яковлевна çийӗнчех асăрхать. Асăрхать те... ăна пур енлӗн  пулăшма, хуллен-хулленех çамрăк таланта аталанма хистекен пулса тăрать. Кӗçех Петӗр хайлавӗсене  алăпа çырса кăларакан «Вӗренекен сасси» литература журналне вырнаçтарма тытăнаççӗ. Каярахпа, çамрăк автор сăввисене Шупашкарти «Сунтал», ытти хаçат-журналсем таранах пичетлеме  пуçлаççӗ. Пӗр вăхăт хăй те «Сунтал» журналта пикенсе ӗçлет.

Петр Петрович автобиографийӗнче хăйне нумай пулăшнă Наталия Яковлевăн çынлăхӗ, ӗçченлӗхӗ, унăн анлă тавра курăмлăхӗ пирки  пусăмлăн палăртать. Вăл класри ачасене вырăсларан хăй чăвашла куçарнă И.С. Тургеневăн «Бежин çаранӗ», В.Г. Короленкăн «Вут куçӗсем» калавӗсемпе паллаштарнине пӗлтерет. Тăван çӗршывăн аслă вăрçинче хаяр тăшмана хирӗç кӗрешнӗ çулсенче фронтран янă çырăвӗсенче те ăслă вӗрентекенӗн ырă ятне пӗрре кăна мар асăннă. Пӗр вăхăтрах ун пек «пысăк чӗреллӗ» пулăшуçăсемпе, Турă панă таланта туптама тата аталантарма пулăшакансемпе пурнăç тăрăшшӗпех мухтаннă. Хусанти педагогика техникумӗнче, çав хулариех Тухăçри халăхсен институтӗнче, СССР Писательсен Канашӗн Литература курсӗнче вӗрентнӗ преподавательсем унăн хăватлă çăлкуç пек тапса тăракан пултарулăх вучахӗнчи хӗрӳлӗхпе иксӗлмилӗх хӗлхемне вăйлатсах пынă. Чăваш, вырăс, ытти вун-вун халăх классикӗсен пултарулăхӗпе вӗрентӗвӗ те ăна лайăх çӗпрепе ăнса хăпаракан чуста пекех çӗкленӳ кӳнӗ.

Чунри вӗресе тăракан туйăм поэта фронтри хаяр çапăçусенче те (йывăр аманма тивнӗ пулсан та) сывă юлма пулăшнă. Вăл, сипленнӗ хушăра та, дивизи хаçачӗсенче çине-çинех пичетленнӗ, çулăмлă материалӗсемпе салтаксемпе офицерсене фашистсене хирӗç паттăррăн кӗрешме хавхалантарнă. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн тата çар пичечӗ ӗçӗнчи пултарулăхшăн «Хӗрлӗ Çăлтăр» орденне тата темиçе медале тивӗçнӗ.

Анчах поэт-çӗнтерӳçӗн пурнăçӗ утмăл виççӗрех татăлнă. Апла пулин те вăл, тăтăшах халăхпа пӗрле, халăхшăн ӗçлесе, канлӗх мӗнне пӗлмесӗр тăрăшнăран чăваш, вырăс, тутар, ытти нумай халăх литературин аталанăвӗнче тарăн йӗр хăварнă. Яш çулсенчех Константин Ивановăн «Нарспине» вырăсла куçарса тӗнче çине кăларнă. Часах Александр Пушкин çырнисене, хăй пекех чаплăн янратса, чăваш халăхӗ патне çитернӗ. Унăн «Полтава» поэмине, хăй пекех, тата чăвашларах янратас тесе, пӗр ӳркенмесӗр икӗ тӗрлӗ куçару (лайăхрах çаврăм, ăнлану тăвас тесе тăрăшса) пичетлесе кăларнă.

 

Вăл çамрăк чухне те, самай çуллансан та,  ячӗ-чысӗ капашсăр анлă сарăлсан та (пысăк наградăсем, «Чăваш халăх поэчӗ» ят тата ытти те), мӗн ӗçленипе-çырнипе лăпланса ларман. Вăрçă çулӗсенчех чăваш халăхӗ патне çитнӗ, кӗçӗнни-асли кăмăлтан юратса вуланă «Таня» поэмине сахал мар тӳрлетӳсем кӗртнӗ хушăрах, А. Пушкинăн «Евгений Онегин» романне те иккӗмӗш хут куçарать. А. Грибоедовăн «Ăса пула инкек» комедине те, ытти классиксен ӗçӗсене те, чӗлхе янравлăхӗпе шухăшӗ  авторăннипе пӗр пекрехех пултăр тесе, темиçе хутчен те çӗнетсе лайăхлатать.

Вырăс классикӗсенчен (Сергей Есенин е Владимир Маяковскирен пуçласах) мӗнле шухăшпа, мелпе вӗренни çинчен П. Хусанкай  «Аван-и, Пушкин!» сăввинче çапларах палăртать:

Эп санпала куçа хупмасăр лартăм:

Кашни сан сăмахун чăн-чăн тӗшне

Шӗкӗлчесе илесшӗн асаплантăм.

Мӗнле кăнттам эп пулнă ун чухне!

Тавах: сăмах тертне тӳсме вӗрентрӗн...

Петӗр Хусанкай творчествине тишкерекенсенчен чылайăшӗ, уйрăмах Михаил Сироткин автор хăйӗн ӗçӗсемпе «Эх, лайăх пулса тухрӗ-ха» тесе, нихăçан та лăпланса ларманнине палăртаççӗ. Калăпăр, вулакан пурте лайăх пӗлекен «Аптăраман таврашӗн» ытларах пайне вăрçă çулӗсенчех çырнă. Анчах ăна вӗçӗмсӗрех хушса, çӗнетсе, шухăш енчен тарăнлатса пынă, 1954 çулта тин, чиперех пулса çитнӗ пек туйсан, ăна сăвăлла роман шайӗпе тепӗр хут кăларнă. Вăл çав ятлах 1946 çулта пичетленнӗ «поэмăран» калăпăшӗпе кăна мар, тарăн шухăшӗпе те, вулакана тытса илес енӗпе те «çӗрпе пӗлӗт» пекех уйрăлса тăрать.

Улăп-çыравçă пултарулăхӗпе чăвашлăхне, никамран та  ытларах тата тӗрӗсрех унăн ывăлӗ Атнер Хусанкай пур енлӗн тӗпчет. Вăл  икӗ кăйкăрăн –  ашшӗн тата амăшӗн (СССР халăх артисчӗн Вера Кузьминан) капашсăр пысăк талантне пӗтӗмлетес тата халăх патне çитерс тесе вун-вун çул тăрăшать. Нихăçан та ывăнми тӗпчевçӗ, кану мӗнне пӗлмен ашшӗ-амăшӗ халăха чунтан парăннă чăвашçăсем пулнине туллин те пур енлӗн çирӗплетет, çав вăхăтрах хăйӗн виçесӗр талантне те, путарулăхӗпе пуçарулăхне те уçăмлăн кăтартать. Вун тăххăрмӗш ӗмӗр вӗçӗпе çирӗммӗш пуçламăшӗнче, çӗрӗн-кунӗн ӗçлесе, ашшӗн ултă томлă «Çырнисен пуххине» халăх патне çитерни, пирӗн шутпа, –  тӗнче пӗлтерӗшлӗ палăрăм. Ăна хатӗрлес енӗпе Чăваш патшалăх гуманитарипе ăслăлăхсен институтӗнчи паллă тӗпчевçӗсенчен йӗркеленӗ сумлă комисси нумай ӗçленӗ. Анчах çырнисене пухса хатӗрлекенӗ, пӗтӗмлетекенӗ тата тӗплӗн ăнлантараканӗ никам та мар, Атнер Петрович Хусанкай  пулнинчен тӗлӗнмелле çук. Вăл ашшӗпе юнашар, унăн виçесӗр анлă творчествин кухньинче те чылай пулнă-çке. Унăн нушипе савăнăçне те, тепӗр чухнехи тарăн пăлханăвне те чылай чухне пӗрле тӳссе ирттернӗ. 

Астăватăп- ха, хам темиçе çул каялла вӗсем патӗнче хăнара пулса шăкăл-шăкăл калаçса ларнине. Амăшӗ Вера Кузьмина (ун чухне тăхăр теçетке урлă каçнă пулсан та театрта ӗçлетчӗ-ха),  СССР халăх артисчӗ, мăшăрӗпе епле мухтаннине тата хавхаланнине итленӗ май, «Вăл мана куçне ӗмӗрлӗхе хупичченех хăйӗн пултарулăхӗпе, чунлăхӗпе чăн-чăн артист пулма пулăшса пынине ӗмӗрне те манаймастăп» тенине.

Питӗ шел,  вӗсем иккӗшӗ те паян пирӗнпе юнашар çук. Паллах, вӗсен ячӗ тата ӗçӗ нихăçан та халăх асӗнчен тухмасть. Камшăн мӗнле те, анчах маншăн –  ăслă-сумлă, тӗнче пӗлтерӗшлӗ çынсем  «Вӗсем пеккисем çӗр çине çӗр-çӗр çулта пӗрре кăна килеççӗ» тени,–  чăн-чăн тӗрӗслӗх.

Кăçал, Петр Петрович Хусанкайăн 115 çуллăхӗ пулнă май, ун çинчен аса илекенсем те, çыракансем те сахал мар пулчӗç. Пурте мухтанатпăр, савăнатпăр, мăнкăмăлланатпăр унпа. Çав вăхăтрах, таçтан-амакран тенӗ пек, вăл çуралнă тата йăл илнӗ Сиктӗрмене Хусанкай ятӗнчен пăрас текен хыпар çуралчӗ те... хама хӗвел кулса пăхнă уяр кунах, кӗрӗслеттерсе  аçа çапнăн туйса илтӗм.   

Ара, шăпах çав кунсенче унăн «Суйласа илнисен» пине яхăн страницăллă улттăмӗш томӗнчи тӗнчери халăхсен чи паллă çыравçисен чи чаплă, чи пӗлтерӗшлӗ ӗçӗсене вуланă май, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе пурăнаттăм. Унта хамăрăн хăй пӗр тӗнче пек шутланнă Совет Союзӗнчи авторсене кăна мар, Çӗр чăмăрӗ çинчи питех те курăмлă талантсене суйласа илме, вӗсене вырăсла е чăвашла куçарма мехел çитернӗ-çке

 СИКТӖРМЕРЕ ÇУРАЛСА ӲСНӖ  ЧĂН-ЧĂН ЧĂВАШ!  

«Ку кăларăмра тӗнче поэзийӗн паха тӗслӗхӗсем, вырăс, украин, Кавказри халăхсен, пăлхар поэчӗсен, поэтăн çывăх тусӗсен сăввисем тӗп вырăн йышăнаççӗ» тесе палăртать Атнер Петрович. Чăннипех те çапла. Унта Кавказ тăрăхӗнчи тата Пăлхарти 15, Монгол халăхӗн 16 чи пысăк талантлă авторӗсен хайлавӗсемпе... Уильям Шекспирăн «Ромео и Джульета» трагедийӗ таранах пур. Çав кӗнекерех «Поэзи –  çӳлти ăмăрткайăк сăмахӗ –  нихçан пӗрӗнмест, лапчăнмасть, усăнмасть» йӗркесене вуларăм та ... Сиктӗрме тăрăхӗнче хăш-пӗрисем Хусанкай ялӗн унчченхи ятне тавăрмалла теме хăйнишӗн хама та, АСЛĂ ПОЭТА хисеплесе пуç таякан миллион-миллион çынна та намăс пулнăн туйса илтӗм. Паян, чăвашлăх ахаль те аран-аран тенӗн тытăнса тăнине шута илсен, çак шухăш наци чӗлхипе культурине çӗклес тата аталантарас юхăма хирӗçле чăтма çук пысăк усал ӗç тунăн туйăнать. Çав вăхăтрах хăлхара чунӗпе те, ӗçӗпе те вилӗмсӗр Атте-поэт Петр Петрович Хусанкай çур ӗмӗр ытла каяллах çырнă тата хăй чӗлхипех пин-пин хут каланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсем пурне те илӗртекен чан сассиллӗн янăраççӗ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

Пичет ветеранӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Тăхăрьял тăрăхӗнчи Раккасси ялӗн хисеплӗ çынни.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 115-летие Петра Хузангая