Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мухтас килет ентешсене

Тӑван халӑх культурине ачасен хушшинче сарасси – ашшӗ амӑшӗсен наци тивӗҫӗ

 

Ҫарӑмсан районӗнчи Акрель шкулӗн вӗренекенӗсемпе ашшӗ-амӑшӗсем Вӗрентӳ министерстви ирттерекен "Туслӑ клас вӑрттӑнлӑхӗсем" республика конкурсӗн Чистайра пулнӑ зона тапхӑрӗнчен 3-мӗш вырӑн йышӑнса таврӑннӑ.
Конкурсра классен ашшӗ-амӑш комитечӗсем пултарулӑх кӑтартса ӑмӑртаҫҫӗ. Пӗлтӗр республикӑра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ Пӑва районӗнчи Пӳркел вӑтам шкулӗнче 5 класра вӗренекенсемпе амӑшӗсем Санкт-Петербурга 5 кунлӑх путевкӑсем илме тивӗҫнӗччӗ. Кӑҫал мӗнле пуласси пирки калама иртерех.
Акрельсен клас тулашӗнчи ӗҫсен программи, куравӗсем, юрри-ташши – йӑлтах чӑваш халӑх культури ҫинче никӗсленнине палӑртмалла. "Пирӗн пӗрле пулмалла, чӑвашла калаҫмалла" юрри кӑна мӗне тӑрать!

Сӑнӳкерчӗксем Акрель шкулӗн страницинчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев