Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МУХТАВ ОРДЕНӖН КАВАЛЕРӖ

Никифор Никитович Уланов Тутар АССРӗнчи Аксу районне кӗрекен Беловка ялӗнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Кивӗ Тимушкел шкулӗнче 7 класс пӗтернӗ хыççăн тăван «Хӗрлӗ Ялав» колхозра ӗçлет. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи тытăнсан ашшӗ вăрçа тухса каять, килӗнче амăшӗ тăватă ачипе юлать. Никифор – çемьере аслă ывăл. 1943 çулхи сентябрӗн 28-мӗшӗнче вăл та Аксури çар комиссариатӗнчен фронта кайса 1-мӗш Прибалтика фрончӗн 270-мӗш Демидовски Хӗрлӗ Ялав стрелоксен дивизийӗн 975-мӗш стрелоксен полкӗн автоматчиксен ротинче тăшманпа çапăçма пуçлать.

1944 çулхи июлӗн 7-мӗшӗнче Слобода ял çывăхӗнче пынă хаяр çапăçура Н.Уланов паттăрлăх кăтартать. Нимӗçсем чарăнмасăр пăшал-пулеметпа персе тăнине пăхмасăр вăл взводӗнчи юлташӗсем патне боеприпассем илсе пырса ӗлкӗрет. Çакăншăн вăл «Хăюлăхшăн» медале тивӗçет.

Вăрçă ветеранӗсем каланă тăрăх, ку медаль фронтра чи хисеплӗ наградăсенчен пӗри шутланнă.

Каярахри çапăçусенче те 19 çулти салтак Н.Уланов пӗрре мар хастарлăхпа палăрать. 1944 çулхи августăн 8-мӗшӗнче вăл Лейман ял çывăхӗнче пыракан çапăçура хăйӗн командирӗпе, Костюков кӗçӗн сержантпа, тăшман танксенчен тата пулеметсенчен чарăнмасăр персе тăнине пăхмасăр Лейман ялне чăн малтан вăркăнса кӗрсе автомачӗпе виçӗ нимӗç салтакне персе пăрахать. Çак паттăрлăхшăн ăна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăлаççӗ. Орденăн виçӗ степеньне те тивӗçнисем ун чух Совет Союзӗн Геройӗпе танлашнă.

1944 çулхи октябрӗн 7-мӗшӗнче стрелоксен 1-мӗш батальонӗ йывăрлăха лекнипе Н.Уланов автоматчиксемпе пӗрле полкăн çыр хӗрринчи пункчӗпе çыхăну йӗркелеме задани илет. Автоматчиксем пӗр вăхăт нимӗçсен ункине лексе хăюллăн çапăçса тăшман тылне тухаççӗ. Н.Уланов йывăрлăха пăхмасăр çак вăхăтра юлташӗсене атакăна çӗклет. Автоматчиксен ушкăнӗ виçӗ кун нимӗçсемпе 4 хутчен хаяр çапăçăва  кӗрсе тăшмана нумай çухату кӳрет. Н.Уланов хăй кăна нимӗçсен 7 салтакӗпе 2  офицерне вӗлерет. Октябрӗн 20-мӗшӗнче автоматчиксен ушкăнӗ тăшман ункинчен тухса хăйсен чаçне çитет. Аманнă икӗ салтака пӗрле илсе тухаççӗ. Командовани Н.Уланова çак паттăрлăхшăн  Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăлать.

Тăван çӗршыва нимӗç фашисчӗсенчен хăтарас çапăçусенче Н.Уланов пысăк хăюлăх кăтартнă. 1944 çулхи октябрӗн 9-мӗшӗнче чугун çул станцийӗшӗн пынă хӗрӳ çапăçура вăл автоматпа тӗл персе нимӗçсен пулемет расчетне тӗппипе аркатнă. Çапăçура тăшманăн нумай салтакӗ тата техники пӗтнӗ. 

Çак çапăçури паттăрлăхшăн Никифор Уланова иккӗмӗш хут Хӗрлӗ Çăлтăр орденне пама тăратнă, анчах 2-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе улăштарнă. Çапла вăл Мухтав орденӗн 3-мӗшпе 2-мӗш степенӗсен  кавалерӗ пулса тăнă.

 Вăрçă хыççăн Никифор Никитович Уланов Владимир хулинче çул-йӗр мастерне вӗренсе тухса вăрах вăхăт Аксу çул-йӗр участокӗнче мастер пулса тăрăшать. Унăн наградисем çумне нумай юбилей медалӗсем хушăнаççӗ. 1985 çулхи апрелӗн 6-мӗшӗнче  ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе наградăланă.

Мăшăрӗпе Мария Митрофановнăпа вӗсем икӗ хӗр те икӗ ывăл çуратса пурнăç çулне кăларнă. Паттăр вăрçă ветеранӗн чӗри 1986 çулта тапма чарăннă, ăна Беловка ялӗн масарне пытарнă. (Сергей УЛАНОВ. Аксу районӗ, Беловка ялӗ. Улановсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.)

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество