Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Муниципаллă службăра 20 çула яхăн тăрăшакан Ольга Макарова ял-йыша яланах пулăшма хатӗр

Ольга Макарова Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче интеллигентсен çемйинче çуралнă: ашшӗ профессиллӗ строитель, амăшӗ зоотехник пулнă. Туслă çемьере икӗ хӗр ӳснӗ вӗсем. Шкул пӗтерсен Ольга куçăн мар майпа И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче филолога вӗреннӗ. Ӗç çулне 1999 çулта тăван ялта пуçланă — Çӗпрел райповӗн лавккинче сутуçăра ӗçлеме тытăннă. 2000 — 2005 çулсенче Çӗнӗ Йӗлмел вырăнти хăйтытăмлăх Канашӗнче счетовод-кассирта тăрăшнă.

2006 çулхи ноябрьте яваплă ӗçчене Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗн секретарӗн тивӗçне шанса панă. Палăртма кăмăллă, Ольга хăйсен çемйинче ял хутлăхӗн тытăмӗнче ӗçлекен пӗрремӗш çын мар, йăхӗнчи çынсем унччен те яваплă должноçсенче тăрăшнă. Кукашшӗ — Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ Петр Артемьевич Кадиров — вăрçă хыççăнхи çăмăл мар çулсенче малтан ял Совечӗн секретарӗнче, унтан председателӗнче тăрăшнă. 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче амăшӗ Елена Петровна та малтан ял хутлăхӗн пуçлăхӗ, унтан секретарь пулнă. 


— Ольга Борисовнăн ӗç çулӗн ытларах пайӗ ял хутлăхӗпе çыхăннă, муниципаллă службăра 20 çула яхăн ӗçлет ӗнтӗ вăл. Хăйӗн тивӗçӗсене питӗ тӗплӗн пурнăçлать: ял халăхӗн нуши-тертне татса парас, документсене кирлӗ пек йӗркелесе пырас ыйтусене пӗлсе пурнăçлать. Вăл лайăх йӗркелӳçӗ. Куллен çынпа ӗçлекенскер хуть кампа та часах пӗр чӗлхе тупать, пулăшу ыйтакана яланах пулăшма хатӗр, — çапла хаклать хăйӗн ӗçченне Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков. 


2001 çулта Ольга хамăр ялти ӗçчен каччăпа Сергей Макаровпа çемье çавăрнă. Чӗрӗк ӗмӗре яхăн пӗр-пӗринпе килӗштерсе, çур сăмахранах ăнланса пурăнаççӗ вӗсем. Сергей Николаевич строитель, «Автодор» компанире вахтăллă мелпе ӗçлет. Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра федераллă трасса тунă çӗрте тăрăшать. 


Пӗрле пурăнма пуçланăранпа Макаровсем икӗ хутлă кермен пек çурт туса лартрӗç ялта, кил хуçалăхӗ тытса пыраççӗ, виçӗ ача ӳстереççӗ. Макаровсен аслă хӗрӗ Кристина Ульяновскри фармацевтика колледжне пӗтернӗ, халӗ Мускавра хăйӗн специальноçӗпе ӗçлет. Ывăлӗ Алексей Ульяновскри строительнăй колледжра вӗренет, строительство ӗçӗсен мастерӗн специальноçне алла илесшӗн. Кӗçӗнни Константин ялти шкулта 5-мӗш класра вӗренет. 


Ольга Борисовна Пӗтӗм Раççейри «Единая Россия» политика партийӗн пайташӗ пулнă май çак уйăхра иртекен Раççей Президенчӗн суйлавне йӗркелесе ирттерес ӗçсене хастар хутшăнать. 


Ятарлă çар операцийӗ пынă вăхăтра çамрăксене патриотла воспитани парас ыйту питӗ çивӗч. Ольга Борисовна ял хутлăхӗнчи çарпа учет ӗçӗсемшӗн яваплăскер, ку тӗлӗшпе те нумай тăрăшать. 


Ольга Макарова, куллен документсемпе ӗçлекенскер, хальхи компьютер технологийӗсене тӗпрен пӗлет. Пӗлтӗр вăл республика шайӗнчи «Муниципаллă управлени сферинчи чи лайăх ӗçчен» конкурса хутшăнса Тутарстан Республикин Муниципаллă йӗркеленӳсен ассоциацийӗн дипломне тивӗçнӗ. Çавăн пекех ку ведомствăн тепӗр награди те пур унăн: вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ӗçӗн эффективлăхне ӳстерес, вырăнти ыйтусене вăхăтра татса парас тесе тăрăшнăшăн, нумай çул ырми-канми ӗçленӗшӗн Хисеп хучӗпе чысланă ăна. РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗн И. И. Гильмутдиновăн, Çӗпрел район администрацийӗн, Çӗпрел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн Тав çырăвӗсем те пур Ольга Борисовнăн. 
Юрлама юратаканскер пушă вăхăтра Культура çуртӗнчи «Калинушка» халăх ансамбльне юрлама çӳреме те вăхăт тупать пултаруллă хӗрарăм. Ольга Борисовна питӗ ӗçчен, хăйӗнчен хăй нумай ыйтать, çавăнпах ăна коллектив та, ял-йыш та хисеплет. 

 

Геннадий КАРСАКОВ.


Макаровсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России