Сувар

 Мускав облаҫӗн правительствине Тутарстанра ҫуралнӑ ҫын ертсе пырӗ

Ильдар Габдрахманов Мускав облаҫӗн правительствине ертсе пынипе пӗрле пӗрремӗш вице-премьер тивӗҫӗсене те пурнӑҫласа пырӗ

Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Воробьев регионра премьер должноҫне тавӑрма шутланӑ. Облаҫ правительствине ертсе пыма пӗрремӗш вице-губернатора Ильдар Габдрахманова шаннӑ. 
"Эпир ҫакнашкал позицие мӗн пур пӗлтерӗшлӗ направленисене координацилеме кӗртетпӗр, наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесси те васкавлӑ темпсемпе пытӑр", – тесе ӑнлантарнӑ Воробьев.
Ильдар Габдрахманов Мускав облаҫӗн правительствине ертсе пынипе пӗрле пӗрремӗш вице-премьер тивӗҫӗсене те пурнӑҫласа пырӗ. 
Вӑл 1974 ҫулта Павлӑра ҫуралнӑ. 2012 ҫулхи январь уйӑхӗнче вӑл Мускав облаҫӗн вице-премьерӗн должноҫне йышӑннӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: