Мускава машинапа 6 сехет ҫурӑра

М-12 трассӑра кашни енне сахалтан та икӗ полоса пулать, тӑршшӗпех ҫутӑ тӑсаҫҫӗ. Ҫӳреме юранӑ чи пысӑк хӑвӑртлӑх сехете 130 км пулать
Тӑватӑ ҫултан Хусантан Мускава автомобилистсем ултӑ сехет ҫурӑра ҫитме пултарӗҫ. Федераллӑ влаҫсем шӑпах 4 ҫул уйӑрнӑ ҫак пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ М-12 магистраль тума. Паянхи кун вӑл Раҫҫейри чи пысӑк ҫул проекчӗ.
М-12 ҫула тума пуҫлама РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин июлӗн 10-мӗшӗнче "Алабугара" иртнӗ канашлура хушнӑ. Сӑмах май, строительство вӑхӑтне 8 ҫултан 4 ҫула ҫити чакарнӑ. Сентябрӗн 10-мӗшӗ тӗлне
подрядчиксен хушшинче конкурссем вӗҫленмелле, ноябрӗн 10-мӗшӗччен территорисен планировкипе мӗнпур документа йӗркене кӗртмелле. "Автодор" патшалӑх компанийӗнче лартнӑ задачӑна пурнӑҫлама пулать тесе шутлаҫҫӗ.
Мускав–Хусан М-12 трассӑн проектне Раҫҫейӗн манмстральлӗ инфраструктурине сарас 2024 ҫулчченхи комплекслӑ плана кӗртнӗ, вӑл 8,5 пин километра тӑсӑлакан "Европа–Хӗвеланӑҫ Китай" транспорт коридорӗн пӗр пайӗ пулать. Ҫак ҫул нимӗҫсен Гамбургӗнчен пуҫланса китайсен Шанхайне ҫити пулӗ.
Ҫакнашкал пысӑк проектсем экономика кризисӗсенчен тухмалли чи лайӑх меслет. Ҫул регионсен аталанӑвӗн никӗсӗ пулса тӑрать. Экспертсен шучӗпе проект пурнӑҫланнинчен чи пысӑк экономика эффектне шӑпах пирӗн республика илет.
М-12 трассӑра кашни енне сахалтан та икӗ полоса пулать, тӑршшӗпех ҫутӑ тӑсаҫҫӗ. Ҫӳреме юранӑ чи пысӑк хӑвӑртлӑх сехете 130 км пулать. Автомобильсен хирӗҫле юхӑмӗсене барьерпа уйӑраҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
26 января 2021 - 19:43Тонировкӑна ытлашши тӗттӗм тунӑшӑн 300 водителе явап тыттарнӑ ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать2400
-
26 января 2021 - 17:41Электросамокатпа ӳсӗрле ҫӳрекенӗн правине суд тавӑрса панӑ Мӗне чарман – ҫавна юрать2300
-
26 января 2021 - 16:52Пӗлтӗр Тутарстанра 255 километр ҫул тӑвӑннӑ Иртнӗ ҫулта Тутарстан Республики 11 наци проектне кӗрекен 50 федераллӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗре хутшӑннӑ2500
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ7800
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр7100
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне7900
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ125300
-
23 января 2021 - 18:56«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.19402
-
23 января 2021 - 10:17Яла çӗклеме Иван Иванович Казанков пулăшрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне Тутарстанра питӗ лайăх пӗлеççӗ. Кунта çын валли ӗç те, пурăнма çурт та, сипленме хуларинчен кая мар больница та, вӗренме хăтлă шкул та – йăлтах пур. Хăв кăна ан ӳркен. Ытти тăрăхра çамрăк çемьесен шучӗ чакса пырать пулсан, кунта ӳсет. Çаксем пурте йăлтах пӗр çын – Сиктӗрме-Хусанкайӗнчен тухнă Иван Казанков тăрăшнипе пулнă. Хăй вăл Марий Элти Звениговăра пурăнать, унта йӗркелесе янă совхоз вара Раççей шайӗнче кӗрлесе тăрать.19200
-
23 января 2021 - 19:07Тутарстанра пысăк вырăнта ӗçлекен «куккасăрах» лайăх карьера тума май пур халь Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.19200
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика