Мускавра сипленекенсем те майӗпен сывалса пыраҫҫӗ
Инкеке лекнисене чи лайӑх врачсем ура ҫине тӑратаҫҫӗ
Тутарстанри Ачасен клиника больницинчен 175-мӗш шкула пӑшаллӑ арҫын тапӑннине пула суранланнӑ тата ултӑ ачана кӑларнӑ.
"ДРКБ-ра тата ултӑ ача юлать. Улттӑшне ӗнер мар пӗр кун кӑларчӗҫ", – тесе комментари панӑ ТР Сывлӑх сыхлав министерствинче.
175-мӗш гимназири виҫӗ аслӑ ҫынпа пилӗк ача Мускавра сипленеҫҫӗ. Республикӑри минздравран пӗлтернӗ тӑрӑх врачсем вӗсен лару-тӑрӑвне стабильлӗ тесе хаклаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев