Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МУХТАВЛĂ ЕНТЕШСЕМПЕ ПАЛЛАШАР

Шел пулин те, чылай çӗрте тутарстансем пирки çителӗксӗртерех çырнă пек туйăнать

Шел пулин те, чылай çӗрте тутарстансем пирки çителӗксӗртерех çырнă пек туйăнать

Чăваш кӗнеке издательстви пичетлекен çӗнӗ кăларăмсене асăрхасах тăма тăрăшатăп. Хальхинче аллăма «Славные имена земли чувашской» кӗнеке-альбома тытрăм. Самаях хулăн – 280 страница, паха, тӗслӗ хут çине калăпланă ăна. «Чăваш енӗн чаплă çыннисем» ярăмпа кăларнăран, вăл Чăваш Республикинче çуралса ӳснӗ паллă ентешсемпе кӗскен тата темиçе иллюстраципе паллаштарать. Асăрхаттарам: кӗнекере ытти республикăсемпе облаçсенче кун çути курнă чаплă чăвашсен те кун-çулӗ сăнланнă. Паллах, Тутарстанра çуралса ӳснӗ ентешӗмӗрсене те манса хăварман. Ку тӗрӗсех ӗнтӗ: епле-ха Иван Яковлева, Иоаким Максимов-Кошкинские, Петӗр Хусанкая, Петр Дементьева, Семен Ислюкова тата ыттисене асăнмăн?

Эппин, çак кӗнеке-альбома хăш ятсем кӗме тивӗçнӗ-ха? Кăларăм ум сăмахӗнче çапла палăртнă: «Тӗрлӗ çулсенче республикăпа чăваш халăхне пысăк ӳсӗмсемпе архитекторсемпе ученăйсем, юрă-кӗвӗ ăстисемпе писательсем, космонавтсемпе çарпуçӗсем, спортсменсемпе тухтăрсем, педагогсемпе патшалăх деятелӗсем мухтава кăларчӗç, вӗсен ячӗсем Раççей тата Тӗнче шайӗнче, профессилле пӗрлӗхсенче чаплă, сумлă. Кӗнеке-альбома вӗсенчен чи паллисене, хăйсен хăюлăхӗпе, таланчӗпе, тӗллевӗсем енне харсăррăн ăнтăлнипе, тӗлӗнмелле тăрăшулăхӗпе кӗçӗн тата аслă Тăван çӗршыва çӗклентерсе палăрнисене кӗртнӗ. Вӗсен ӗçӗсене, паттăрлăхне кашниех пӗлет, анчах та чаплă ентешсен йышӗнче тинтерех палăрнисем те пур-ха, вӗсене те асăрхамалла. Кăларăмăн чи пысăк тӗллевӗ – ăрусен ăс-тăнӗнче пархатарлă астăвăм йӗрне малалла тăсасси». 

«Славные имена земли чувашской» (Чăваш çӗрӗн мухтавлă çыннисем) кӗнеке-альбом «Легенда – çынсем», «Патшалăх деятелӗсем», «Тӗн çыннисем», «Производство йӗркелӳçисем», «Çарпуçӗсемпе паттăрсем», «Ăсчахсем, ăслайçăсем, конструкторсем», «Вӗрентӳпе сывлăх сыхлавӗн йӗркелӳçисем, вӗрентекенсем тата тухтăрсем», «Музыка ӳнерӗн ӗçченӗсем», «Артистсемпе режиссерсем», «Кино ӗçченӗсем», «Сăнарлă ӳнер ăстисем», «Писательсем», «Спортсменсемпе тренерсем» пайсенчен тăрать. Вӗсенчен «Легенда-çынсем» пайри тӗрленчӗксем 2-3 страницăна йышăнаççӗ пулсан, ыттисем – пӗр страницăна. 

Кӗнекере Тутарстанăн чи паллă чăвашӗсем пирки çырса кăтартнă. Камсем-ха вӗсем? 

20-мӗш страницăра Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский пирки çапла каланă: 1893 – 1975, Тутарстан Республикинче Кăнна Кушки ялӗнче çуралнă. Драматург, актер, театрпа кино режиссерӗ. Чăваш драма театрне йӗркелекенсенчен пӗри, илемлӗх ертӳçи тата тӗп режиссерӗ, 1922 – 1932 çулсенче «Чувашкино», «Востоккино» студисен актерӗ тата режиссерӗ пулнă».

Ю.Гусаров тӗпчевçӗн «Чăваш драма театрӗн пирвайхи (Хусан тапхăрӗ) утăмӗсем» статйин сыпăкӗнче Максимов-Кошкинскин театрпа çыхăннă ӗç-хӗлӗ пирки, М.Антоновăн «Советская Чувашия» хаçатра пичетленнӗ тӗрленчӗкӗнче кино ӗçӗнчи ăсталăхӗ çинчен вуласа пӗлетпӗр. Чăвашкино пуçламăшне кăтартакан 5 сăнӳкерчӗк те пур.

36-37-мӗш страницăсенче Петр Петрович Хусанкай пултарулăхне кăтартакан 6 сăнӳкерчӗк, поэтăн асаилӗвӗпе портречӗ, тутар писателӗ Кави Латыпов «Чăваш ен» хаçата панă интервью сыпăкӗ пур. Унта Чăваш халăх поэчӗпе тӗл пулнисем пирки каласа панă. «Петр Петрович Хусанкай – поэт, куçаруçă, общество деятелӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, ЧАССР Патшалăх премийӗн лауреачӗ, Чăваш халăх поэчӗ», – тенӗ кӗнеке-альбомра пирӗн мухтавлă ентешӗмӗр пирки. 

«Иван Яковлевич Яковлев (1848 – 1930).  Тутарстан Республикинче Кăнна Кушки ялӗнче çуралнă. Атăлçи халăхӗсене пӗлӳ парассин деятелӗ, хальхи чăваш çырулăхне тата наци шкулне никӗслекен. Яковлев тата унăн шкулӗн тăрăшулăхӗ халăхăн ăс-хакăлпа культурине аталанма майсем туса панă. Вăл ертсе пынипе Çӗнӗ Заветăн пӗтӗм кӗнекине чăвашла куçарнă», – çапла çырнă кӗнеке-альбомра. Иван Яковлевича кунта 3 страница уйăрнă. Портречӗ, сюжетлă сăнӳкерчӗксем пур. Ю.Артемьев Просветитель ӗçӗ-хӗлне хакласа çырнă «Яковлева тепӗр хут вулатпăр» тӗрленчӗк сыпăкне, И.Я.Яковлевăн «Манăн асаилӳсем», 1997 ç.» пайне 42 – 44 страницăсене кӗртнӗ.

Ытти пайсенче Петр Васильевич Дементьев, Семен Матвеевич Ислюков патшалăх деятелӗсем, Иван Иванович Казанков производство ертӳçи, Семен Васильевич Коновалов, Иван Васильевич Смородинов çар паттăрӗсем, Сергей Андреевич Абруков, Александр Александрович Изотов, Олег Евгеньевич Насакин, Алексей Александрович Трофимов ăслăлăх ӗçченӗсем, Константин Васильевич Волков тухтăр, Павел Миронович Миронов учитель-математик, Дмитрий Никонорович Михлеев кино ăсти, режиссер, Екатерина Иосифовна Ефремова тӗрӗ ăсти, ӳнерçӗ, Порфирий Васильевич Афанасьев писатель çинчен çырса кăтартнă. 

«Спортсменсемпе тренерсем» пайра Николай Алексеевич Колесников  (1952) пирки çапла çырнă: «…Наратлă ялӗнче çуралнă. СССР спортăн тава тивӗçлӗ мастерӗ, Тутарстан Республикин физкультурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (1994), ХХI Олимп вăййисен чемпионӗ (1976), СССР, Европа,  темиçе хутчен тӗнче рекордсменӗ тата чемпионӗ» (267 стр.)».  Кунта интернет-хаçатран (2012) илнӗ сыпăк тата спортсменăн портречӗ, икӗ сăнӳкерчӗк пур. 

Çапла вара «Чăваш енӗн мухтавлă çыннисем» кӗнекере хамăрăн 18 ентешӗмӗр пирки хайланă материалпа паллашма пултаратпăр. Нумай-и ку, сахал-и? Сахал! Шел пулин те, чылай çӗрте тутарстансем пирки çителӗксӗртерех çырнă пек туйăнать. Акă, «Писательсем» пайра пӗр Порфирий Афанасьев çинчен кăна материал пур. Ман шутпа Чăваш халăх поэчӗсем Николай Шелепи тата Александр Алка çинчен хайланине кӗртмеллеччӗ. «Спортсменсемпе тренерсем» пайра та хамăрăн ытти мухтавлă ентешсене халалланă тӗрленчӗксем татах та пулмаллаччех. 

Мӗншӗн сахалрах?! Ахăртнех, кӗнеке-альбома хатӗрленӗ чухне автор ал айӗнче мӗн пуррипе е мӗн тупнипех çырлахнă. Тен, кӗнекен хапи çапла ӗçлеме хистенӗ? Тен, пичет е ăслăлăх ӗçне çывăх ентешӗмӗрсем интересленмен, пулăшман? Ман шутпа, хамăра кăтартма, ентешсемпе мăнаçланма вăтанмалла мар. 

Апла-и, капла-и – вулакансене çӗнӗ кӗнекепе паллашма сӗнетӗп, интереслентерекенни, усăлли тупăнатех пулӗ тетӗп.

Василий ЦЫФАРКИН.

Пăва районӗ, 

Элшел ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: книжные новинки