Сувар

Кризис пулсан та ҫӗнӗ машинасене сахал туянмаҫҫӗ

Ҫӗнӗ машинасем туянассипе малта пыракан Раҫҫей регионӗсен хушшинче Тутарстан 4-мӗш вырӑн йышӑнать.

 2020 ҫулта туяннӑ ҫӗнӗ автомобильсен шучӗпе пирӗн республика малта пыракан 5 субъект шутӗнче. Тутарстанра пурӑнакансем 63 600 машина илнӗ.

Ҫӗнӗ ҫӑмӑл автомашинӑсене туянассипе Тутарстанран Мускав, Мускав облаҫӗ, Санкт-Петербург иртсе кайнӑ, вӗсенче пурӑнакансем 196 400, 110 500, 86 200 машина туяннӑ.
5-мӗш вырӑнта Краснодар крайӗ пырать, унта ҫулталӑкра 55 300 ҫӗнӗ авто туяннӑ. Ҫӗнӗ машина  илекенсен йышӗпе Федераци субъекчӗсен пӗрремӗш теҫеткине Пушкӑртстан, Свердловск, Самар, Челябинск, Ростов облаҫӗсем кӗнӗ.
Анчах асӑннӑ регионсенче ҫӗнӗ ҫӑмӑл автомобильсен рынокӗ чакнӑ.
Тутарстана илес пулсан, коронавирус пандемине пула пӗлтӗр ҫӗнӗ машинасене 2019 ҫулпа танлаштарсан, 6,7 процент сахалтарах туяннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: