Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ чире пула шӑрша туйма пӑрахнисен мӗн тумалла?

Реабилитолог ковидпа чирленӗ хыҫҫӑн шӑршӑпа тутӑна туяссине тавӑрма пулни пирки ӑнлантарнӑ

Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗпе чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн этемӗн шӑрша туясси тата тутӑ пӗлесси улшӑнма пултараҫҫӗ. Туйӑм органӗсен начарланнӑ ӗҫне мӗнлерех йӗркене кӗртме пулнине медицина наукисен докторӗ Резедда Бодрова ӑнлантарнӑ. 

"Шӑрша тата апат тутине туйман пациентсем килеҫҫӗ пирӗн пата. Эпир вӗсене "Енчен те эсир ултӑ уйӑх тӑршшӗпе какай шӑршине, тутине туймастӑр пулсан, мӗн тума врачсем патне маларах каймарӑр?" – тесе ыйтатпӑр. Хӑшӗ-пӗри хӑйпе-хӑй иртет тесе шутларӑмӑр, тесе хуравлаҫҫӗ", – каласа панӑ реабилитолог.

Бодрова сӑмахӗпе, енчен те тутӑпа шӑрша туясси чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн сакӑр эрне хушшинче тавранмарӗ-тӗк, специалист патне каймалла. 

Туйӑмсем таврӑнччӑр тесен тӗрлӗрен шӑршӑсене хупӑ куҫпа шӑршламалла, унтан уҫӑ куҫпа. Шӑршӑсене уйӑрса илме тӑрӑшмалла. Ароматерапи пулӑшма пултарать тата сывланин гимнастики. Енчен те ҫакнашкал хӑнӑхтарусем пулӑшмарӗҫ-тӗк, пациентсене рефлексотерапи тата физиотерапи методиктсем пулӑшма пултараҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев