Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ медцентрта оборудовани те ҫӗнӗ

Медучреждени талӑкӗпех Хусанти Вахитовски, Приволжски, Советски районӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ

  Хусанта ҫӗнӗ травматологи центрӗ уҫӑлнӑ. 

Мавлютов урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 18 номерлӗ клиника больници ҫумӗнче Амбулатори травматологийӗн центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл унчченхи Адель Кутуй урамӗнчи 48-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ травмпункт вырӑнӗнче ӗҫлет. 

Ҫӗнӗ медучреждени талӑкӗпех Хусанти Вахитовски, Приволжски, Советски районӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ. 

Центра хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ, вӑл талӑкне 150 ҫын йышӑнаять.

"Паллах, ку космос кораблӗ. Манӑн анне сывлӑх сыхлав системинче ӗҫлерӗ, ЦРБ-ра. Врачсем ун чухне мӗнле оборудованипе ӗҫленине хальхипе танлаштараймастӑн. Тавтапуҫ сире ӗҫӗршӗн. Вӑл ҫынсемшӗн питӗ кирлӗ. Медицина учрежденийӗсен инфраструктурине хулара аталантарни тата вӗсен ӗҫ пахалӑхне ӳстерни – питӗ пӗлтерӗшлӗ тӗллев, эпир ӑна пӗрремӗш ҫул кӑна пурнӑҫа кӗртместпӗр, ҫавӑнпа та нумай ӗҫ тума пултартӑмӑр",– тенӗ объекта уҫнӑ чухне Хусан мэрӗ Ильсур Метшин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев