Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ трасса Ҫырчаллине те, Анат Камӑна та пырса кӗмест

Сак проекта Мускав-Хусан автоҫулпа танлаштарма пулать

Ҫырчаллин айкинчен иртсе каякан аслӑ ҫула тата пысӑк кӗпер тума 73 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен пресс-конференцире  «Волго-Вятскуправтодор» начальникӗ Илдар Мингазов пӗлтернӗ. Спикер сӑмахӗсемпе, обходӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 89 км пулать. Строительствӑна виҫӗ тапхӑра пайланӑ. Строительствӑн пӗрремӗш тапхӑрӗн проект документацине (М7 автоҫулӑн Анат Камӑна ҫитичченхи 27 км тӑршшӗ участокӗ, унта кӗпер те кӗрет) экспертизӑна панӑ. Ытти тапхӑрсен проект документацийӗсене хальхи вӑхӑтра хатӗрлеҫҫӗ.
"Проекта пӗтӗмӗшле 2024 ҫул валли пурнӑҫа кӗртмелле. Ку вӑл мегапроект. Енчен те эпир ӑна пурнӑҫлайсан, Эпир республикӑра пурӑнакансем валли кӑна мар, Атӑлҫи округӗнче пурӑнакансем валлиех комфорт туса паратпӑр. Масштабсемпе ҫак проекта М12-пе танлаштарма пулать",– тесе палӑртнӑ вӑл.
Автоҫулӑн ҫӗнӗ участокӗ Мамадыш, Анат Кама, Заинск, Тукай районӗсем урлӑ иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев