Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ ҫул иртсен аграрисем уҫӑм лару-тӑрӑвӗпе кӑсӑкланма тытӑнаҫҫӗ

Тутарстанра кӗркунне акса хӑварнӑ уҫӑмсенчен 94 пин гектарне страхланӑ

ТР Ял хуҫалӑх министерствин оперативлӑ информацийӗ тӑрӑх 2021 ҫул валли уҫӑм культурисене республикӑра 552 пин гектар ҫине акнӑ. Вӗсенчен 435 пин га кӗрхи тулӑ, 111,5 пин га ыраш. Уҫӑм лаптӑкӗсен 42 процентне оригиналлӑ тата элитлӑ вӑрлӑхсемпе акнӑ. Акнӑ культурӑсен 98% паянхи куна лайӑх упраннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ аграрисем. Хирсенчи юр хулӑнӑшӗ 23-52 сантиметра ҫитет, Азнакай тата Пӗкӗлме районӗсенче 17-19 сантиметра. Уҫӑмсем лайӑх ҫанталӑк условийӗсенче хӗл каҫаҫҫӗ. Тымарланнӑ тӗпсенчи сахӑр тытӑмӗ 26-36% пулни юр ирӗлнӗ вӑхӑтчен калчасене лайӑх упранма май памалла.

Тутарстанра кӗркунне акса хӑварнӑ уҫӑмсенчен 94 пин гектарне страхланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев