Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче ӳсӗр ҫамрӑк ҫул ҫитмен ачана ҫӗҫӗпе чикнӗ

Ку пӑтӑрмах Тури Услон районӗнчи Матюшино ялӗнчи Центральная урамри пӗр ҫуртра пулса иртнӗ

Хусантан хӑнана килнӗ 22 ҫулти ҫамрӑк ӳсӗрле хирӗҫсе кайса 17 ҫулти ачана ҫӗҫӗпе чикнӗ.

Йывӑр аманнӑ каччӑна республикӑри клиника больницине илсе ҫитернӗ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна район прокурорӗ Василий Егоров килсе ҫитнӗ. Этем сывлӑхне пӗлсе тӑрса пысӑк сиен кӳнӗшӗн уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. 

Ҫак ӗҫе тунӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Следовательсем пулса иртнин мӗн пур обстоятельствисене тӗпчеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ ТР прокурорӗн аслӑ пулӑшаканӗ Руслан Галиев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев