Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ ҫул ҫӗнӗ телей илсе килтӗр!

Пире малашне те тӑван чӗлхе пӗрлештерсе-чӑмартаса тӑтӑр

  Чи малтан "Сувар" хаҫачӗн сайтне  2008 ҫултанпа вулакансене ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламлас килет. Эсир пирӗн хыпарсемпе пӗрле, апла-тӑк яланах тӑван чӗлхе ытамӗнче, чӑвашсем мӗнпе сывланине пӗлсе тӑратӑр.

Иртсе пыракан ҫулталӑка пӗтемлетсе ун пирки нумай начаррине калама пулать, ҫапах аваннисӗр те мар пурнӑҫ. 2020-мӗшӗн 366 кунӗ пире ҫирӗпрех, чӑтӑмлӑрах, вӑйлӑрах турӗҫ. Эпир улшӑнтӑмӑр. Хӑшӗсем ҫакна сиссех каймаҫҫӗ-ха, ҫапах та кӑштахран пирӗн пурнӑҫа пандемичченхи тата пандеми хыҫҫӑнхи тапхӑрсене пайлама пулӗ. Ҫак мур чирне эпир ҫӗнтеретпӗр, иккӗленӳ ҫук. Коронавирусран пире хамӑра сыхланма, тасалӑхра пулма, аслисене упрама вӗрентрӗ.

"Вӑл чир ҫук. Пулман та. Пур тесе пире улталаҫҫӗ кӑна", – текенсем хушшинче ӳпке чирӗпе икшер эрне больницӑсенчи "хӗрлӗ зонӑран" тухаймасӑр выртнӑ ҫынсем ҫук.  Вӗсем пурнӑҫ мӗнле хаклӑ пулнине, сывлӑха упрамаллине ӑнланчӗҫ. Хӑпартланса ҫӳрекенсене калас килет: хӑрамастӑр пулсан волонтера кайӑр, больницасенче тӑрайман чирлисене пӑхакансем кирлӗ. 

Пурнӑҫ урокӗсем пире иртекен ҫулта нумая вӗрентрӗҫ, ҫавӑнпа та вӑкӑр ҫулталӑкне эпир пысӑк шанӑҫпа кӗретпӗр. Кирек мӗнле лару-тӑрура та хамӑр камне манмасӑр ҫынлӑха тӗпе хурасчӗ. Пире малашне те тӑван чӗлхе пӗрлештерсе-чӑмартаса тӑтӑр. Ун чухне йӑлтах аван пулӗ.

Ҫӗнӗ ҫулпа, ҫӗнӗ телейпе! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев