Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ ҫула мӗнлерех кӑмӑлпа кӗтсе илетпӗр

Çӗнӗ информаци​ пӗлни финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшӗ

 ТАКА 21.III – 20.IV

Юлташсем сире хаваслă Çӗнӗ çул уявне чӗнӗç. Килте ӗç пур тесе пăрăнса ан юлăр. Тахçантанпа кăмăлланă çынпа паллашма пултаратăр, унпа интерессем те пӗр пулни тӗлӗнтерӗ. Юратура хăвăра чи лайăх енчен кăтартатăр. Пӗчченнисене шăпа интереслӗ тӗлпулу парнелӗ. ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тинех кивӗ ӗç енӗпе уçăмлăх пулӗ, пысăк çын сирӗнпе калаçма вăхăт тупӗ, карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Укçа та пулать, тахçан кивçен илнине тавăрса парӗç. Туянусем те ăнаççӗ. Юратура лăпкă, савнипе е мăшăрпа уява хатӗрленни кăмăла çӗклӗ. Пӗчченнисем ӗлӗкхи юратăвне аса илсе ăна туйăмсем çинчен пӗлтерме май тупӗç. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Пурте уявланă чухне эсир ӗç планне тăватăр. Ку эрнери сӗнӳсем ăнăçлă та тупăшлă пулӗç. Вăрттăн информацие пӗлни çӗнӗ майсемпе тивӗçтерӗ. Юратнă çынна парне туни туйăмсене хӗрӳлетӗ. Интереслӗ çынпа паллашма пултаратăр. ​

РАК 22.VI – 22.VII
Хăвăрпа пит ăшах пулман çынпа килӗштеретӗр. Профессире çӗнӗ енпе ӗçлеме сӗнни питӗ интереслӗ пулӗ. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама лайăх эрне. Пысăк çынна хăвăра мӗн кирлине шантарса калама пултарулăх çитеретӗр. Харпăр пурнăçра пăшăрханма сăлтав пулмӗ. Пӗчченнисен кампа та пулин паллашнă чух сыхă пулмалла.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çӗнӗ çула хăвăра килӗшмен пек ирттерме калаçтарма чарăр. Кам-тăр сиртен питӗ нумай кӗтет, ун ирӗкӗнчен тухма йывăр пулин те хăвăршăн кӗрешӗр. Ку эрнере чăна килекен тӗлӗксем, тӗлӗнмелле пӗрпеклӗхсем куратăр. Çулçӳревсем ăнаççӗ, паллашнă çынсем ырă пулӗç. Тăрăшнине кура тивӗçлӗ парне илетӗр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере тӗп вырăнта юрату, паллах, Çӗнӗ çул каçӗ. Кӗтнинчен ытларах илетӗр. Çын тăрăшнине хаклама пӗлӗр. Интереслӗ калаçусем нумай пулӗç, пуçлăхсемпе пӗр чӗлхе тупатăр. Харпăр пурнăçра сюрприз кӗтӗр. Халиччен сирӗнпе интересленмен çын ăнсăртран сире юратса пăрахма пултарать. ​

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Кăмăл савăк пулӗ. Эсир пунктуаллă, тăрăшуллă пулнипе çынсем сире шанма тытăнаççӗ. Пур ӗç валли те вăхăт çитӗ. Пуçлăха должноçпа ӳстерме шантарнине аса илтерӗр. Хушма укçа ӗçлесе илме май пулӗ. Юратура лăпкă та телейлӗ кунсем пуçланаççӗ. Уявра сире куç хывакансем тупăнӗç.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Планетăсем нумай савăнăçлă кунсем сунаççӗ. Уява ирттерме лайăх компани шырăр. Кирлӗ мар тавлашура юлташăрсене тӗрӗс суйлав тума пулăшса авторитетăра самай ӳстеретӗр. Хăюллă пулсан ӗçре пысăк çитӗнӳ тăваятăр. Юратура та ăнăçу çумрах çӳрӗ. Пӗчченнисем тинех юратса пăрахӗç, ку нумайлăха пулӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрне питӗ ăнăçлă, вăй-хал тапса тăрать. Ӗçри тивӗçсене вăхăтра пурнăçласан йăлт планланă пек пулса пырӗ. Канмаллисене ӗç ан илӗр,​ пурнăç тапса тăрӗ. Юлташсемпе тӗл пулни савăнтарӗ, вӗсем сирӗн сӗнӳсемпе килӗшӗç. Халиччен лăпкă та кичемрех çын хăйӗн чăн питне кăтартӗ, эсир юратса пăрахма пултаратăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çӗнӗ çулпа çыхăннă çулçӳревсем, мыскарасем нумай пулӗç. Килтен инçетре канни çӗнӗ вăй, хавхалану парнелӗ, пуçра генилле шухăшсем çуралаççӗ. Карьера енӗпе улшăнусемсӗр. Çӗнӗ информаци​ пӗлни финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ытти çынсен ӗçӗсемпе шухăшӗсем пурнăçăра пысăк витӗм кӳнине, хăвăр ирӗкӗрпе наянсене пулăшса пынине туйса илетӗр. Улăштарма вăхăт çитнӗ! Харпăр пурнăçра шалти туйăмсене кăна итлӗр – ăнăçу вара хăвармӗ. Мăшăрсен Çӗнӗ çула иккӗн çеç ирттермелле. Пӗчченнисен уява шавлă çӗре каймалла, калăпăр ресторана.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Çӗнӗ çула пăхмасăрах харпăр тупăш çине витӗм кӳрекен ыйтусене тимлӗхе илӗр. Ку эрнере вăрттăн информацие пӗлни должноçпа ӳсме май парӗ. Хăвăра хӳтӗлеме хатӗр çынсем пуррине пӗлетӗр. Çапах çӗнӗ ӗçсене тепӗр эрнене хăварăр. Тăванăрсемпе юлташăрсем канаш ыйтма килӗç. Çулçӳревсем ăнаççӗ, юрату çӗнӗрен чечеке ларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев