Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Ҫӗнӗ ҫулхи корпоративсене ан чарӑр",– тенӗ Рустам Минниханов

Ҫынсем уява кӗтеҫҫӗ. Мӗн каласан та, вӗсем ӑна пурпӗр паллӑ тӑваҫҫӗ

 Рустам Минниханов муниципалитетсене Ҫӗнӗ ҫул корпоративӗсене чарма хушман.

Мӗн пур санитари требованине ҫеҫ пӑхӑнмалла.

"Обществопа культура мероприятийӗсене эпир асӑрханса ирттеретпӗр. Анчах ҫакӑн валли пысӑк дисциплина кирлӗ. Часах нумай мероприятисем, корпоративсем пуҫланаҫҫӗ. Вӗсене ирттермелле. Ҫынсене чармалла мар. Вӗсем камӑн-тӑр килӗнче пуҫтарӑнни лайӑх-и е мӗн пур асӑрхану мелӗсене пӑхӑнса уява ирттерме пӑхӑннӑ вырӑнта туни-и?,– тенӗ ТР Президенчӗ муниципалитетсен ертӳҫисене.  

Минниханов хушса каланӑ тӑрӑх, ҫынсемпе калаҫса килӗшмелле, вӗсен интересӗсене шута илмелле: Ҫӗнӗ ҫул уявне те хаваслӑ ирттӗр, хӑрушсӑрлӑх та пултӑр. 

"Ҫынсем уява кӗтеҫҫӗ. Мӗн каласан та, вӗсем ӑна пурпӗр паллӑ тӑваҫҫӗ", – тенӗ вӑл..

Минниханов палӑртнӑ тӑрӑх, Covid-19 лару-тӑрӑвӗпе Тутарстан Раҫҫейри чи стабильлӗ регионсенчен пӗри шутланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев