Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ ҫулта Раҫҫейри пурнас минимума 12 654 тенке ҫити ӳстереҫҫӗ

Вӑйпитти ҫынсемшӗн ун калӑпӑшне 13 793 тенке ҫити ӳстерӗҫ, пенсионерсемшӗн 10 882 тенкӗ таранччен, ҫул ҫитмен ачасемшӗн – 12 274 тенкӗ таранччен

2021 ҫулта пирӗн ҫӗршыври пурнас минимум пӗтӗмӗшле 11 702 тенкӗ пулнӑ. Вӑйпитти ҫынсемшӗн ӑна 12 702 тенке ҫитернӗ, пенсионерсемшӗн – 10 022 тенкӗ, ачасемшӗн – 11 303 тенкӗ. 

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2022 ҫулхи бюджет проектӗнче палӑртнӑ пурнас минимумӑн 2,5 % ӳсӗмӗпе килӗшмен. 

"2022 ҫулта пурнас минимумӑн ҫӳллӗрех шайне ҫирӗплетме сӗнетӗп, вӑл инфляци темпӗсемпе танлаштарсан, пысӑкрах пулмалла», - тесе палӑртнӑ вӑл.

Пурнас минимум никӗсӗнче ачаллӑ ҫемьесен социаллӑ тӳлевӗсене палӑртаҫҫӗ, ҫавӑн пекех пенси ҫумне хушса паракан федераллӑ тата регионри социаллӑ тӳлевсене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев