Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нарăс уйăхӗн 17-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем умӗнче Министрсен Кабинечӗн ӗçӗ-хӗлӗ пирки отчет тунă.

Пуçлăх иртнĕ ҫулта Правительство, депутатсем, граждан обществин институчĕсем тата Чăваш Республикинче ĕҫлекен предприятисемпе пĕрле туса ирттернĕ ĕҫсем пирки калаҫнă, ҫитĕнӳсене палăртса хăварнă, ҫитменлĕхсене малалла мĕнле тӳрлетессине те сӳтсе явнă.

 

Отчетра Чăваш Республикикнче пурăнакан çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, регионти экономикăна çирӗплетесси, инвестици хăватне ӳстересси пирки каланă, çавăн пекех Раççей Федерацийӗн Президенчӗ лартнă наци тӗллевӗсемпе задачисене еплерех пурнăçа кӗртни пирки те.

Кăçал Чăваш Республикинче пурăнакансен республика Правительстви 2021 çулта еплерех ӗçленине Интернетри ыйтăма хутшăнса хаклама май пур. Унăн ссылкипе правительство сайтӗнче нарăс уйăхӗн 27-мӗшӗччен кӗрсе сасăлама пулать. Çынсен хуравӗсене чиновниксем отрасль программисене пурнăçа кӗртнӗ чухне шута илӗç.  

ЧР Цифра министретсивн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев