Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наратлă ачисем юмахсене лайăх пӗлеççӗ

Кашни çыннăн хăйӗн юратнă юмахӗ пур. Мӗн ачаран пӗлетпӗр эпир ăна. Юмах-халапа вуланă е итленӗ чух эпир тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем пулса иртекен, ырă усала çӗнтерекен, туслăх темле йывăрлăха та çӗнтерме пулăшакан асамлă тӗнчене лекетпӗр. Юмахсемпе пурнăç тăршшӗпех тӗл пулатпăр.

Наратлă ялӗн библиотекин ӗçченӗ «Колокольчик» ача садне çӳрекен шăпăрлансем валли «Юмах çулӗпе» ятлă викторина ирттерчӗ. Ачасем юратнă юмахсен тӗлӗнмелле интереслӗ тӗнчине лекрӗç: ыйтусем çине хуравларӗç, тупмалли юмахсен тупсăмӗсене шырарӗç, конкурссене хутшăнчӗç. Халапсене пӗлессипе, тавçăрулăхпа, ăнкарулăхпа тӗлӗнтерчӗç. Хастарлăхшăн вăйă вӗçленсен кашни ачах пылак парнене тивӗçрӗ. 

Татьяна ДМИТРИЕВА,

Наратлă ялӗн библиотекарӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: викторина