Сувар

Наркăмăш сутакансем çамрăксене тӗллеççӗ

Синтетикăлла хутăшсемлӗ наркотиксене  çăмăл теççӗ, анчах та  ку тӗрӗс мар

Кăçал июнӗн 26-мӗшне икӗ паллă кун лекрӗ – Раççей Çамрăксен кунӗ тата  Халăхсен хушшинчи наркотиклӗ япаласемпе тивӗçсӗр усă курнине тата закона пăхăнмасăр вӗсен çаврăнăшне тытса пынине хирӗç кӗрешессин кунӗ. Чăннипе Раççей Çамрăксен кунӗ июнӗн 27-мӗшӗнче иртет-ха, анчах кăçал çак кун тунтикуна лекет. Акă мӗншӗн уява пӗр кун маларах ирттерме тӳр килнӗ. Çапла икӗ паллă кун ытарлăн пӗрле иртрӗç. Наркотиксен çаврăнăшне преступлă майпа ӳстерекенсемшӗн çамрăксем чăн-чăн мишень пулса тăраççӗ. Пурнăç опычӗ çук, çав вăхăтрах шиклентерет пулин те илӗртӳллӗ астармăш имçамсене тутанса пăхас текеннисем шăпах çамрăксем. Патшалăх наркотиксене хирӗç пуçарнă ӗçе пӗр канми илсе пырать, темиçе параллельпе: правăна сыхлассипе; наркомансене сиплесси, реабилитаци ирттересси, социума тавăрасси; информаципе профилактика ӗçӗ.

 

 2020  çулхипе танлаштарсан 2021 çулта республикăра наркоманипе чирлекенсен шучӗ 33 процент ӳснӗ. Танлаштарма: 2020 çулта пӗрремӗш хут 374 çынна учета тăратнă, 2021 çулта – 469. Паллах, пысăк хуласем «малти ретре»: Хусан, Çырчалли, Анат Кама, Ешӗлвар, Пӗкӗлме. Тутарстанӗпе илсен 10508 çын учетра тăрать. Çула çитменнисем те пур, ку шутра – 5 ача. Наркотиксем салатса пуяс текенсен тӗллевӗ çамрăксем терӗмӗр, ку тӗрӗс, статистика кăтартăвӗ çапларах: наркотиксемпе тивӗçсӗр усă куракансенчен 60,6 проценчӗ 20–39 çулсенчисем, 38,4 проценчӗ 40–59 çулсенчисем. 20 çултан çамрăкраххисем тӗпрен илсен сывă пурнăç йӗркине тытса пырассишӗн. 

Наркотиксем ытларах чух синтетикăлла хутăшлă, вӗсене çăмăл наркотиксем теççӗ, чăннипе вара çук çăмăл наркотиксем. Пӗрре тутанса пăхсанах çын организмӗ хăнăхать вӗсене е пачах сусăрланать, мӗншӗн тесен вӗсем тӗп нерв системине хăрушла сиен кӳреççӗ. Ытларах чух айваннипе лекеççӗ преступниксен серепине. Тӗслӗхрен, вăрттăн вырăнсене наркотиксем хăварса ӗçлесе илме ӗмӗтленекенсем пирки каласа пачӗ Павел Фоминых, ТР ШӖМӗн Наркотиксен çаврăнăшне контрольлесе тăракан управленин пуçлăхӗн çумӗ. Кун пек майпа ӗçлесе илесси чи нумаййи те 2-3 хут. Кайран йӗрке хуралçисен аллине лекеççӗ. Е тата хăрушăраххи – хăйсем наркотиксем тутанма тытăнаççӗ.

Реклама

Сывă пурнăç çулӗ çине таврăнас текенсенчен чылайăшӗ çынсем пӗлесрен хăранипе наркологи диспансерӗсене пулăшу ыйтса пымасть иккен – учета тăратаççӗ, пур çӗрте те паллă пулать имӗш. Чăнах та наркомана виçӗ çула учета илеççӗ, çак вăхăтра ăна пур енлӗн пулăшаççӗ: сывлăхне сиплеççӗ, психологсем пулăшу параççӗ. Енчен те асăннă вăхăтран çын тӳрӗ çул çине тăрать-тӗк, ăна учетран кăлараççӗ, иртнине аса илтермеççӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: